Понедельник, 28 апреля, 2025
Главная > Публикации > Çулсене юсама тытăннă 

Çулсене юсама тытăннă 

Чăваш Енри çулсем çинче хĕрӳ ĕç пуçланнă, шăтăксене саплаççĕĔ çĕнĕрен асфальт сараççĕ…

Çул-йĕр строителĕсен умĕнче тăракан тĕллевсене тунтикун Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура уçăмлатнă.

Республикăра çулсене юсама çулталăк пуçлансанах тапраннăĕ Подрядчиксем вăхăтпа тухăçлă усă курасшăн, тĕрлĕ меслетпе ĕçлеççĕĕ Хĕл варринчеĔ сăмахранĔ çулсене сивĕ асфальтобетонпа усă курса сапланăĕ Çанталăк ăшă енне сулăнсан вĕри асфальт сарма пуçланăĕ Хальхи вăхăтра çулсене сарассипе çыхăннă ĕç калăпăшĕ 13 пин тăваткал метртан иртнĕĕ Ку кăтартуĔ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсанĔ виçĕ хут нумайрахĕ Федераци пĕлтерĕшлĕ çулсене 4 пин тăваткал метра яхăн юсанăĕ Çитес вăхăтра тата 3 пин тăваткал метр çула йĕркене кĕртмеллеĕ Çул çинчи йĕрсене ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен ӳкерме пуçлаççĕĕ Муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче те ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар, 70 пине яхăн тăваткал метр йĕркене кĕртмеллеĕ Юсав ĕçĕсене Шупашкар хулинчеĔ Муркаш тата Шупашкар округĕсенче пуçланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *