Вторник, 29 апреля, 2025
Главная > Публикации > Астăвăм стени çĕклĕç

Астăвăм стени çĕклĕç

«Çĕнтерÿ» мемориал паркĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă салтаксен ячĕпе Астăвăм стени çĕклĕç.

Парка йĕркелесе çитерссинче  палăртнисем сахал мар. Мĕн-пур ĕçе çулталăк вĕçĕ тĕлне туса пĕтермелле.

Астăвăм стенине вара регион ертÿçи Олег Николаев хушăвĕпе ака уйăхĕнчех хăпартма пуçламалла.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне никĕс ямалла, тĕп блоксене вырнаçтармалла.

Стена çине çар çыннисен «Быть героем _ жить вечно» девизне çырма йышăннă. Каярах плитасем çинче ятарлă çар операцине хутшăннисен ячĕсене палăртĕç.

Çитес 3 çулта «Çĕнтерÿ» паркĕн сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнмалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *