Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пуçланнă.
Вăл «Симфония 1» балетпа уçăлнă. Фестиваль кăçалхипе 29-мĕш хут иртет. Фестиваль ака уйăхĕн 6-мĕшĕччен пырĕ. Ун чухне гала-концерт ирттерме палăртаççĕ. Унта тĕнче шайĕн- чи çăлтăрсем те хутшăнĕç.
Артистсем хăйсен пултарулăхне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче кăтартĕç.
Хамăр инф.