Суббота, 26 апреля, 2025
Главная > Публикации > Варкăшçăсем «Асамлă ачалăх» кĕнекене пахаларĕç

Варкăшçăсем «Асамлă ачалăх» кĕнекене пахаларĕç

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем хăнăхнă йăлапа Чăваш Наци библиотекин хăтлă залне çĕнĕ кĕнеке уявне пуçтарăнчĕç. Поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе журналистсем, библиотекарьсемпе вĕрентекенсем «Асамлă ачалăх» коллективлă сборника пахаларĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче 2024 çул вĕçĕнче пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова, ÿнерçи – Наталия Андреева. Кăларăмра XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литературинче ырми-канми тăрăшакан çыравçăсем – пурĕ вăтăр çичĕ автор – ачалăхне, асра юлнă вĕрентекенĕсене, пĕрремĕш хайлав çырнине, вăл хăçан кун çути курнине аса илеççĕ.

Ольга Леонидовна алçырăва еплерех пухса хатĕрлени çинчен хăтлавра тĕплĕн каласа пачĕ. «2023 çула Раççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ тесе палăртрĕç, Чăваш Республикинче вара ăна Телейлĕ ачалăха халалларĕç. Çавна май издательствăн социаллă тетелсенчи страницисенче лартма, хаçат-журнала сĕнме çыравçăсен асаилĕвĕсене пухма пуçларăм. Ман тĕллев вĕсен ачалăхĕнчи интереслĕ самантсене кăтартса парассиччĕ. Авторсен ĕçĕсем килме пуçларĕç, вĕсемпе паллашнă хыççăн шухăша путрăм. Пуян содержаниллĕ, кăсăклă асаилÿсенче кашни сăмахĕ хаклă. Интернета лартас пулсан кĕскетмелле. Ку ĕçе тума тăхтарăм, шухăш улшăнчĕ. Çулталăк тăршшĕпех писательсен хайлавĕсене пухса пытăм, çырса ĕлкĕрейменнисене аса илтерсе, хавхалантарса тăтăм. Майĕпен алçыру йĕркеленсе пычĕ. Малтан ача-пăча литературинче тухăçлă ĕçлекенсене кăна кĕртмелле пуль тенĕччĕ, каярахпа çитĕннисем валли хайлакан аслă ÿсĕмри авторсене те хушрăм. Вĕсем те тахçан ача пулнă-çке, хăйсем каласа панинчен пахи нимĕн те çук. Ытти регионсенче пурăнакан чăваш çыравçисен пурнăçĕпе пултарулăхне те кăтартса парас килчĕ. Кăларăма Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Чĕмпĕрпе Самар облаçĕсенчи чăваш писателĕ- сен асаилĕвĕсем кĕчĕç», – терĕ Ольга Леонидовна.

Ольга Иванова редактор алçырăва пичете хатĕрлени çинче чарăнса тăчĕ. «Ку кăларăмпа ĕçлеме тÿр килнишĕн питĕ савăнатăп. Кашнин историйĕ кăсăклă, хăйне евĕрлĕ. Çав хушăрах пĕрпеклĕхсем те пур. Тĕслĕхрен, темиçе автор та пĕчĕк чухне шывра путма пултарнă, телее, чĕрĕ-сывă юлнă. Редакциленĕ май хăш-пĕр асаилĕве хушрăмăр, пуянлатрăмăр. Раççейре паянхи кун тухăçлă ĕçлекен вырăс авторĕсене пĕрлештерекен «Как мы пишем, Писатели о литературе, о времени, о себе» кĕнеке пур, халĕ пирĕн те, чăвашсен, çакăн евĕрлĕ сборник вулакан патне çитрĕ», – савăнăçне пытармарĕ Ольга Михайловна.

Сергей Павлов чăваш халăх çыравçи кĕнекене вуласа тухнă хыççăн хăйне кăсăклантаракан авторсен хайлавĕсене тепĕр хут психотип тĕлĕшĕнчен тишкернĕ-мĕн. Мĕншĕн шăпах вăл е ку саманта çырса пани шухăша янă ăна. Çамрăксене вара çапларах сĕнÿ пачĕ вăл: «Хаçат-журнал-и, кĕнеке-и – кирек мĕн вуланă чухне те мĕнле çырмалла маррине вĕренĕр».

«Çак кĕнекере ман ачалăх кунĕсем çырăнса юлчĕç. Кунта – ман асанне, вăл мана мĕнле ăс пани, эпĕ ÿсни. Тавах мана çакăн чухлĕ сăмах панăшăн», – терĕ Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ. Василий Кервен поэт хăтлавра хăйĕн вĕрентекенне – Георгий Прокопьевич Васильева – аса илчĕ, лайăх учителĕн вĕрентĕвĕ ачасене пысăк витĕм кÿнине пĕлтерчĕ. Раиса Сарпи чăваш халăх поэчĕ те кăларăма ăшшăн йышăннă, унпа кăмăллăн паллашнă. Сборника авторсен тĕрлĕ ÿсĕмри сăнÿкерчĕкĕсем кĕни паха пулнине асăнчĕ вăл.

«Хăрушла вăйлă, питĕ лайăх! Вулама тытăнсассăн чарăнаймастăн», – çапларах хак пачĕ «Асамлă ачалăха» Владислав Николаев писатель тата журналист. Ăна тÿрех ашшĕпе амăшне парнеленĕ Владислав Дмитриевич. «Эпир те кĕнекене лекрĕмĕр», – тенĕ вĕсем издательствăна тав тунă май. «Çак кăларăм питĕ хаклă, мĕншĕн тесен вăл пирĕн çинчен каласа кăтартать, эпир еплерех çырма пуçăнса кайнине уçса парать», – хăпартланса калаçрĕ Юлия Силэм прозаик. Хуплашка малтанах тивĕçтермен ăна, тем çитмест пек туйăннă, анчах каярахпа килĕшме пуçланă-мĕн. Улькка Эльмен çыравçă сборникпа сăн ÿкерчĕксене пăхнинчен паллашма пуçланă. «Хăшне-пĕрне тÿрех палласа илме пулать. Лариса Петрова, сăмахран, кунта пач урăхла пек туйăнать. Кăларăм ачасемшĕн те усăллă. Пĕр-пĕр шкул ачи ăна вуласа тухсан çыравçăсем те пирĕн пекех пулнă-çке теме, хăй вăйне шанса çыру сĕтелĕ хушшине ларма пултарать», – терĕ Ольга Геннадьевна О. Федорова проекчĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртса.

Вăрăм çула кĕскетсе Чĕмпĕртен Елена Аксупи çыравçă-журналист килсе çитнĕ. «Асамлă ачалăха» тин тытса курчĕ вăл çак каç. Хăй чĕререн савăннине пĕлтерчĕ. «Ку сборникăн хакĕ вăхăт иртнĕ май тата та ÿсĕ… Ман ача чухнехи сăн ÿкерчĕксем питĕ сахал. Шăллăм пĕр-иккĕшне телефонпа ÿкерсе илсе ярса пачĕ-ха ĕнтĕ. «Сана кĕнекере кăларасса ун чухнех ?Н. Царыгина пĕчĕк чухне/ пĕлнĕ пулсан ятарласа район центрне кайса ÿкерттерĕттĕмĕр», – терĕ анне», – чунне уçрĕ Нина Царыгина çамрăк прозаик.

Мальвина Петрова поэта çыравçăсене çуралнă çулĕсене кура вырна-тарса тухни кăмăла кайнă. «Кашни тапхăрта ачалăх мĕнле пулни яр уççăн курăнать. Асамлă тенĕ пулсан та, биографисене пăхсан кашнин ачалăхĕ тертлĕ пулнă. Чылайăшĕ çырма пĕрешкел пуçланă, хаçат-журналпа туслă пулнă», – терĕ вăл. Çыравçăсен кун-çулĕнче пĕрпеклĕх-сем чылаййипе Лариса Петровна сăвăç тата журналист та килĕшрĕ.

Елена Кудрявцева вĕрентекен кĕ- некене пуçламăшĕнчен мар, вĕçĕнчен вулама пикеннĕ иккен. Асаилÿсем чăннипех тыткăна илнĕ ăна. Алексей Зотиков тележурналист историк профессине алла илнĕ май пурăна киле «Асамлă ачалăх» курс тата диплом ĕçĕсем çырнă чухне усă курмалли лайăх çăлкуç пулса тăма тивĕççине палăртрĕ. Çапах та унта Арсений Тарасовпа Виталий Станьял çукки хурлантарнă ăна.

Пĕтĕмĕшле, варкăшçăсем сборника пысăк хак пачĕç, пухса хатĕрлекене тав турĕç. Иккĕмĕш кăларăм пухса кăларсан аван пулмалла текен шухăш та янăрарĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *