Вторник, 29 апреля, 2025
Главная > Публикации > Вăхăтлăха çÿреме чарĕç

Вăхăтлăха çÿреме чарĕç

Çитес эрнерен, ака уйăхĕн 7-мĕшĕнчен тытăнса, йывăр тиевлĕ автомашинăсене Канаш тăрăхĕн- чи çулсем тăрăх çÿреме чарĕç.

Çак вăхăтлăх чару çу уйăхĕн 6-мĕшĕччен вăйра пулĕ. Тĕплĕнрех округ администрацийĕн çул-йĕрпе транспорт тата коммуналлă хуçалăхпа строительство пайĕн ертÿçи Алексей Петров каласа парать:

— Çак вăхăтлăх чару йĕркине çулсеренех çуркунне вăя кĕртетпĕр. Вăл вырăнти çулсене сыхласа хăварма кирлĕ. Çурхи нÿре сăхнă çул-йĕр, йывăр тиевлĕ техника айĕнче, палăрмаллах юхăнма пултарĕ. Хĕл каçипе çулсем çинчи «аманнă» лаптăксем те, çак сăлтава пулах, ишĕлсе пысăкланса каяс хăрушлăх та пур. Çав вăхăтрах вăхăтлăх чару автобуссене, апат-çимĕçпе эмел, топливо тата почта турттаракан машинăсене пырса тивмĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *