Канашри тавра пĕлÿ музейĕ тепĕр экспонатпа пуянланнă. Ăна ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăнтан Александр Павлов салтак илсе килсе панă. Тĕплĕнрех музейăн ÿнерçи Калиса Иванова каласа парать:
— Хулари тавра пĕлÿ музейĕнче ятарлă çар операцине халалланă экспозицисен куравĕ ĕçлет. Нумаях пулмасть вĕсен йышĕ тепĕр пĕлтерĕшлĕ экспонатпа пуянланчĕ. Взвод командирĕ Александр Павлов вăрçă хирĕнче хăй çапса антарнă тăшманăн FPV-дронĕн çунаттине парса хăварчĕ. Çав кунах музейра СВО паттăрĕпе тĕл пулу та иртрĕ. Унта, 2006-мĕш çулта, пулас салтака çар училищине ăсатнă наставникĕ _ Валерий Васильева та хутшăнчĕ. Юлташсен аса илмелли тата пĕр-пĕрне каласа памалли нумай пулчĕ. Эпир çĕршыв хÿтĕлевçисемпе мăнаçланатпăр, вĕсем кашниех киле чĕрĕ-сывă таврăнасса кĕтетпĕр.