Среда, 23 апреля, 2025
Главная > Публикации > Паттăрсен ячĕсене манас марччĕ

Паттăрсен ячĕсене манас марччĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 80 çул çитет. Çак хăрушă вăрçă, 1418 куна пынăскер, мĕн чухлĕ салтакăн пурнăçне татнă, амантнă, мĕн чул ача-пăчана тăлăха хăварнă, кашни киле тенĕ пекех хуйхă-суйхă кĕртнĕ.

Хам тăвансенех аса илем-ха. Кольцовсем пысăк йышпа пурăннă. Михаил Семеновичпа Евдокия Захаровна Семеновсен ултă ывăлпа ?пĕри Кĕçтук Кольцов сăвăç/ пĕр хĕр çуралнă.

Икĕ ывăлĕ Александрпа Михаил Граждан вăрçинче çапăçнă. Иккĕшĕ те киле таврăнайман, вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă.

Вун саккăр тултарсан Хрисанф та пиччĕшĕсем хыççăн Хĕрлĕ Çара кайнă. Унта вăл разведчик пулнă. Хăрама-тăма пĕлменскер Деникинпа Врангель çарĕсен тылĕсене пĕрре мар кайса çÿренĕ ĕнтĕ.

Перекопа илнĕ, Крымра çÿренĕ, Севастопольте пулнă, Карелине те çитнĕ. Унта паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна «Честному воину Карельского фронта» хисеп палли панă.

Хрисанф вăрçăран ырă-сывă таврăннă.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.

Кольцовсен çемйинчен граждан вăрçи çулĕсенче те, ирсĕр нимĕç зах- вачикĕсем пирĕн çĕршыва тапăнсан та салтаксем йышлăн тухнă.

Тăвăл пек тапранчĕ аслă халăх,

Вăл хаяррăн, çиллĕн çĕкленет.

Ваклама тухатпăр татăк-татăк

Çĕр çинчи чи ирсĕр çĕлене ,_

тесе çырса хăварнă Кĕçтук Кольцов 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче «Йытта – йытă вилĕмĕ» сăвăра.

Тăватă пĕртăван – Хрисанф, Павел, Василий тата Константин Кольцовсем тухса кайнă ялтан вăрçа. Каялла вара пĕри те таврăнайман. Мĕнле чăтнă-ши амăшĕн Евдокийĕн чĕри;! Калаçма та, чунне пусарма та хĕрĕ Пăлаки çеç юлнă. Упăшки унăн çамрăклах вилнĕ.

Çакă тăватă пĕртăванран пĕри – Павăл, атте ашшĕ, маншăн – асатте.

Малалла аттем _ Кольцов Аркадий Павлович, вăл та вăрçă участникĕ, çинчен çырса кăтартам. Атте Канаш районĕнчи Анат Сурăм ялĕнче 1925 çулта мартăн 2-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Шуркасси вăтам шкулне пĕтернĕ.

1943 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче ăна Совет çарне илеççĕ. Чулхулари радиоспециалистсен çар шкулне пĕ- терсен, 1943 çулхи июньтен пуçласа Аслă вăрçăн çак фрончĕсенче çапăçнă: Калинински, 1-мĕш Прибалтика, Хĕвел анăç фрончĕсенче,1944 çулхи апрельтен пуçласа вăрçă чарăниччен 1-мĕш Белоруси фронтĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Польшăри Люблин, Радом, Варшава, Лодзь, Познань хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Унтан Одер çинчи Франкфуртран Эльба çинчи Магдебурга, кайран Берлина çитнĕ. Çĕнтерĕве атте шăпах çакăнта кĕтсе илнĕ.

Фронтра аслă радиотелеграфистран пуçласа ефрейтор, кĕçĕн сержант, сержант звани таран ÿснĕ. 1946 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче киле таврăннă.

Аттене çарти паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «За Отвагу» _ 2 медаль, «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнишĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата юбилей медалĕсемпе наградăланă.

Вăрçă хыççăн виçĕ хутчен виçĕ уйăхлăх çар сборĕнче пулнă. Пĕрремĕш сбор хыççăнах 1951 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче аттене кĕçĕн лейтенант звани панă, вăл запасри офицер пулса тăнă.

1946 çулта атте авланнă, ялти хĕре Головлева Любовь Ивановнăна качча илнĕ. Анне мĕн пенсие тухичченех тăван ялта Анат Сурăмри пуçламăш шкулта вĕрентекен пулса ĕçлерĕ.

Аттепе анне пилĕк ача çуратса ÿс- тернĕ: виçĕ хĕрпе икĕ ывăл. Пурте аслă пĕлÿ илсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулса тăнă.

Атте виçĕ çул вĕренмелли Чăваш совпартшкула 1960 çулта вĕренсе пĕ-тернĕ. Ытларах совет, парти ĕçĕсенче ĕçленĕ. Депутата суйланса Чурачăк райисполкомĕнче секретарьте тăрăшнă. «Правда» колхозра зоотехник, партбюро секретарĕ тата нумай обществолла ĕçсем пурнăçланă. Ял совечĕн, район депутатне темиçе хут та суйланнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче «Коммунизмшăн» хаçат редакци- йĕнче ял-хуçалăх пайĕнче вăй хунă ?халĕ «Канаш ен» хаçат/. Çавăн пекех Çĕрпÿ район хаçатĕнче те ĕçленĕ- ччĕ.

Атте хаçат-журнал, кĕнеке вулама питĕ юрататчĕ. Вĕсене питĕ тирпейлĕ тытатчĕ, пухса пыратчĕ. Пире, ачасене, хăй пек пулма вĕрентетчĕ.

Кĕнеке вулама юратасси те аттеренех куçрĕ пулĕ _ пурте вулама юрататпăр.

Аркадий Павлович Кĕçтук Кольцов ?асаттен шăллĕ/ поэт çинчен питĕ нумай материал пухнă. Вăл вĕсене фанертан тунă чăматанра упратчĕ, унтах сигнальнăй парашютпа бинокль та пурччĕ.

1963 çулта аттепе Степан Аслан Кĕçтук Кольцовăн «Сăвăсем» ятлă кĕнекине кăларнă. Иккĕмĕш кĕнекине «Фронтра» ятпа Валериан Прокопьев пухса хатĕрленĕ.

Вăрçăри терт-нуша, контузи аттен сывлăхне чылай хавшатрĕ, хăлхи те начар илтетчĕ. 1983 çулта пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Шел, пурăннă чухне вăл мĕнле паттăрлăхшăн «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденне,  «За отвагу» 2 медале илнине ыйтса пĕлсе юлаймарăмăр. Вăрçă çинчен калама ыйтсанах унăн куçĕ- сем шывланатчĕç: «Эпĕ курнине, тÿс- нине никамăн та урăх курмалла ан пултăр, вăрçă нихăçан та ан пултăр!» _ тетчĕ.

Атте, Аркадий Павлович, ырă кăмăллă, йăваш, сăпай, чăвашлăхшăн çунакан çынччĕ.

Альвина ИВАНОВА

Шăхаль ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *