Çĕмĕрле хули çывăхĕнче Сăр юхан шывĕ урлă каçмалли понтон кĕпере уçнă. Ун тăрăх машинăсем ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен каçса çÿреме тытăннă.
Кĕпер Çĕмĕрле хулине Чулхула облаçĕнчи Нават ялĕпе çыхăнтарать. Унăн тăршшĕ 156 метрпа танлашать. Иртнĕ çулта çак понтон кĕпере ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче кăна уçнă пулнă.