Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей МЧСĕн министрĕпе Александр Куренковпа тĕл пулнă. Министр республикăра пушарсен шутне чакарассипе туса ирттерекен ĕçсен пахалăхне пысăка хурса хакланă.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли тапхăр вăя кĕнĕ. Çавна май вăрмансене пушартан сыхласа хăварас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ, вут-кăварпа кĕрешекенсене ятарлă хатĕрсемпе туллин тивĕçтереççĕ. Ялсем çумĕпе минполосасем туса хатĕрленĕ. 8 пин ытла çынна оперативлă служба йышне чăмăртанă, вĕсен инкекпе кĕрешмелли 520 единица техника пур.
Аса илтеретпĕр, пирĕн республикăра вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли тапхăра 2020 çултанпа вăя кĕртсе пыраççĕ. Çакă вăрманти пушарсен шутне палăрмаллах чакарма пулăшнă. Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан, иртнĕ çулта Чăваш Ен вăрманĕ- сенче виçĕ хут сахалтарах пушар тухнă. Вĕсене, тупса палăртнă хыççăн, пĕрремĕш кунхинех сÿн- терме пултарнă.
«Юлашки çулсенче ландшафтри пушарсен шучĕ Чăваш Енре 2,6 хутчен чакнă. Çак кăтартусене кăçал та тытса юлмалла. Регионта хĕл юрсăр иртрĕ, эппин, пушарсем уçă вырăнта алхасма пултарас хăрушлăх маларах пуçланчĕ. Çакна шута илсе вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли тап- хăра та республикăра маларах вăя кĕртнĕ», _ пĕлтернĕ Александр Куренков. Министр хăйĕн сăмахĕнче çавăн пекех пĕлтĕр Чăваш Енре пушарта çынсен пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсене 16 процент чухлĕ чакарма пултарнине те палăртса хăварнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вут-кăварпа кĕрешекенсене малашне те пур енлĕн пулăшса пырассине каланă. Виçĕ çул хушшинче республикăра пушар хăрушсăрлăх службин тата 8 подразделенийĕпе вут-кăвара хăйсен ирĕкĕпе сÿнтерме хатĕр хастарсен 42 ушкăнне йĕркелесе ярассине, муниципаллă округсенче 7 çĕнĕ пушар хуралĕн депоне хăпартса лартассине уçăмлатнă.