Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Студентсен кампусне тума палăртаççĕ

Студентсен кампусне тума палăртаççĕ

Шупашкарта студентсен кампусне тăвас тĕллевлĕ.

Ку вăл пĕр-пĕр аслă шкул çумĕнчи хăйне евĕрлĕ хула. Пысăк ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕ- пе Владимир Путинпа тĕл пулсан сÿтсе явнă.

Проектпа килĕшÿллĕн 3 общежити, вĕренÿ лапамĕ, культура çурчĕ, технопарк, спорт комплексĕ пулмалла.

«Пирĕн тĕллев _ хамăр çамрăксене республикăрах хăварасси, ытти регионсенчи яш-кĕрĕме те Чăваш Ене илĕртсе вĕренмелли, ĕçлемелли тивĕçлĕ майсем туса парасси», — тенĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *