Чăваш Енĕн Вĕренÿ министерствине ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăнтан Тав çырăвĕ килнĕ. Ăна çар командованийĕ салтак тумне тăхăниччен Катек шкулĕнче истори предметне ертсе пынă Владимир Алексеев ячĕпе янă. Çырура Владимир Николаевич малти линире çар задачисене пысăк яваплăхпа пурнăçланине асăнса хăварнă. Ĕçтешĕ çинчен шкул директорĕн канашлуçи Зоя Петрова каласа парать:
— Владимир Николаевич ятарлă çар операцийĕ пуçланнă çултанпах фронт-ра. СВОна вăл _ çулла, вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ хыççăн контракт çырса тухса кайрĕ. Ĕçтешĕм çав тапхăртанпах малти линире. Вăл _ радиотелефонист. Шкулта истори предметне ертсе пынă май çарти юлташĕсем те ăна «историк» позывнăйпах чĕнеççĕ. Владимир Николаевич чунĕпе яланах шкулта темелле, Тăван тăрăха курма килсессĕнех тÿрех ачасем патне васкать. Вĕсемпе мухтав урокĕсем ирттерет. Çарти туслăх пирки тата салтаксен малти линири пурнăçĕ çинчен каласа парать. Владимир Николаевича тăван тăрăхран пушă алăпа ямастпăр, вăл хăйĕнпе пĕрле салтаксем патне Ачча тăрăхĕнчи волонтерсем пуçтарса хатĕрленĕ гуманитари пулăшăвне тата ачасен çырăвĕсене илсе каять. Ĕçтеш фронтран Çĕнтерÿпе таврăнасса пурте чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, малашне те, ачасене пĕлÿ парас ĕçре, пĕрле вăй хурасса шанатпăр.

