Среда, 11 февраля, 2026
Главная > Публикации > Чи лайăх пилĕк воспитатель йышне кĕнĕ

Чи лайăх пилĕк воспитатель йышне кĕнĕ

Чăваш Енре «Çулталăк воспитателĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта Канаш тăрăхĕнчен Марина Васильева та хутшăннă, вăл республикăри чи лайăх пилĕк воспитатель йышне кĕнĕ.

— Эпĕ Канаш хулинчи 13-мĕш ача садĕнче ĕçлетĕп. Вăл «БАМ» микрорайонта вырнаçнă. Ачасене халалланă, 15 çул хушшинче, çакнашкал конкурса виççĕмĕш хут хутшăнма тÿр килчĕ. 2017 çулта тата кăçал республика шайĕнче лауреат ята тивĕçрĕм. Çак конкурс _ професси ăсталăхĕн шайне ÿстерме пулăшакан лайăх лапам. Ăмăрту вăхăтĕнче эпир тÿ- ресене хамăр пултарулăхпа паллаштаратпăр, ĕçтешсенчен çĕннине курса вĕренетпĕр. Çитес вăхăтра пухăннă опытпа туллин усă курса тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума палăртатăп.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *