Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мăкăр ялĕн культура çуртĕнче шÿтпе кулăш уявĕ иртрĕ.
Ăна халăх юратакан чăваш эстрада çăлтăрĕ Елена Иовлева йĕркелерĕ.
Елена Иовлева, концерт йĕркелÿçи, халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсене шăрантарчĕ. Кулăш ăсти яланхи пекех залпа туслă тата ăнăçлă ĕçлерĕ, тĕрлĕ шÿтпе куракансен кăмăлне çĕклерĕ.
Наталья Иовлевăпа Валерий Дмитриев та хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç.
Куракансем артистсене тăвăллăн ал çупса хавхалантарсах тăчĕç, пĕрле юрларĕç, ташларĕç.
Культура ĕçченĕ, Вероника Иванова, килсе çитнĕ хăнасене тав сăмахĕ каларĕ, мĕнпур ыррине кăна сунчĕ. Илемлĕ чăваш юрри-ташши куракансене яланах савăнтартăр!
Вероника ИВАНОВА

