Вторник, 29 апреля, 2025
Главная > Публикации > «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс иртнĕ

«Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс иртнĕ

Чăваш Республикинчи XXV «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс пуш уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ.

Тупăшура театрсем хăйсен чи лайăх спектаклĕсене кăтартнă. Конкурса тăратнă ĕçсене сумлă жюри хакланă. Йышра ытти хуларан чĕнсе илнĕ экспертсем те пулнă.

«Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурса хупнине халалланă уяв Вырăс драма театрĕнче иртнĕ. Театр искусствин конкурсĕн çĕнтерӳçисене тата хăнасене культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, Чăваш Енри театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Сергей Павлов саламланă, республикăри театр учрежденийĕсен професси ăсталăхĕ ӳссе пынине, театр искусствин аталанăвне, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тӳпе хывнине, артистсем Раççей, тĕнче шайĕнчи конкурссенче хăйсене ăнăçлă кăтартма пултарнине палăртса хăварнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *