Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă хыççăн, салтаксене пулăшас тĕлĕшпе, Канаш тăрăхĕнчи чылай ял-салара волонтерсен ушкăнĕсем ĕçлесе кайрĕç. Çакăн пек хастарсем Асхва ялĕнче те пур. Вĕсен ĕçне Татьяна Елисеева вĕрентекен йĕркелесе пырать.
— Асхва ялĕнчен СВОра чылай салтак çĕршыв интересĕсене хÿтĕлет. Пĕрисем фронта мобилизаципе лекнĕ, çав вăхăтрах хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем те пур. Ятарлă çар операцийĕ пынă тап- хăрта çухатусем те тÿссе ирттерме тиврĕ. Малти линири ентешсене пулăшса пырас тĕллевпе техникăна тăшман куçĕнчен хÿтĕлемелли тетелсене эпир иртнĕ çулта çыхма пуçларăмăр. Хамăр ушкăн чатĕнче ятарлă йыхрав янă хыççăн, ял халăхĕ кирлĕ япаласем туянма кĕске вăхăтра икçĕр пин тенке яхăн укçа пуçтарса пачĕ. Пĕрлехи ĕçе тума эпир ялти клуба пуçтарăнатпăр. Кунсеренех унта икшер сехет ĕçлетпĕр. Тетел çыхма ватти те, вĕтти те хастар хутшăнать. Хальхи вăхăт тĕлне эпир 140 ытла тетел çыхса хатĕрленĕ, вĕсене отпуска килнĕ салтаксенчен малти линие парса янă. Кашни пулăшу хатĕрĕ çинех фронтран хурав илнĕ. Салтаксем патне çавăн пекех хамăр алăпа ăсталанă окоп çуртисем, дронсенчен хÿтĕленмелли плащсем, апат-çимĕç тата медикаментсем те ăсататапăр. Пĕрлехи ĕçе, хамăрăн çывăх çыннăмăрсем киле мĕн Çĕнтерÿпе таврăничченех, тытса пыма шантаратпăр.