Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре вакансисен ярмăркки иртĕ.
Ăна харăсах ултă лапамра йĕркелĕç. Ярмăрккă Шупашкарта _ Трактор тăвакансен культура керменĕнче, Улатăрта, Канашра, Çĕмĕрлере, Етĕрне тата Шупашкар тăрăхĕ- сенчи кадрсен центрĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта химипе механика техникумĕн професси хатĕр- левĕн центрĕнче иртĕ.
Ярмăрккăн Раççейри тапхăрне çĕртме уйă- хĕн 27-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

