Среда, 23 апреля, 2025
Главная > Публикации > Çĕнĕ техникăпа тивĕçтернĕ

Çĕнĕ техникăпа тивĕçтернĕ

Раççей МЧСĕн Пуçлăхĕ Александр Куренков Шупашкарта республикăн васкавлă лужбисем çулталăк вăхăчĕпе çыхăннă хăрушлăхсемпе кĕрешме хатĕррине тĕрĕсленĕ, çĕнĕ спецтехникăн уççисене тата сертификатсем панă.
Подразделенисем хăвăрт çÿрекен катерлă, «УАЗ» тулли приводлă пикаплă тата АЛ-30 пушар автопусмиллĕ пулнă. 30 метр таран çитекен автопусма нумай хутлă çурт- сенчен çынсене эвакуацилеме тата пушар сÿнтермелли хатĕрсем илсе хăпартма май парать. Машинăна Шупашкарти 2-мĕш пушарпа çăлав чаçне панă. 6 метр вăрăмăш кимĕпе ГИМС центрĕн Çĕнĕ Шупашкарти инспектор участокĕнче дежурство вăхăтĕнче усă курĕç. Катер хăвăртлăхĕ сехетре 75 километра çитме пултарать. Унпа специалистсем Атăл акваторине сăнаса тăрĕç. ГИМС центрĕн Сĕнтĕрвăрринчи участокне пикап панă. Унпа инспекторсем тĕрĕслев мероприятийĕсене тухса çÿрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *