Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ерт- се пынипе тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе иртнĕ канашлура пуçаруллă бюджет проекчĕсемпе çыхăннă ĕçсене контрактлассине те пăхса тухнă.
Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, республикăра юлашки çулсенче пуçаруллă бюджет мелĕпе 5,2 пин ытла проекта тӳрре кăларнă – 5,9 миллиард тенкĕлĕх. Çав шутра республика бюджетĕнчен – 4 миллиард, вырăнсенчи бюджетсенчен 1,2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Граждансем, предпринимательсем, предприяти-организаци 600 миллион тенкĕ хывнă. Çул тăвассипе, юсассипе çыхăннă проект нумай.
Инна Вячеславовна уйрăмах ăнăçлă проектсене пайăррăн асăнса хăварнă. Çав шут-ра – Патăрьелте паттăрсене асăнса обелиск туни, Çĕрпӳ округĕнчи Хорнуй ялĕнчи пĕвене тасатни, Элĕк округĕнчи Илленушкăнь ялĕнчи халăха шывпа тивĕçтерни, Шупашкар округĕнчи Мăнал урамне çутатса тăмалла туни тата ытти те – ку списока вăрăм тăсма пулать. Кăçал 1555 проекта пурнăçламалла – пĕтĕмпе 3,3 миллиард тенкĕлĕх. 2,2 миллиардне – республика, 1,2 миллиардне муниципалитетсен бюджечĕсенчен уйăраççĕ. 300 миллионне граждансем, предпринимательсем хăйсем çине илеççĕ. Ку хутĕнче те автоçулсемпе çыхăннă проект ытларах. Çавăн пекех граждансем коммуналлă хуçалăха аталантармалли, кану вырăнĕсене хăтлăлатмалли, юшкăн тулнă кӳлĕ-пĕвене тасатмалли тата ытти ĕç пурнăçламалли проектсене пурнăçа кĕртесшĕн. Хальлĕхе 568 проект тĕлĕшпе подрядчиксемпе контракт тунă. Çав вăхăтрах темиçе округра паянхи кун тĕлне пĕр контракт та çук, çийĕнчен контрактаци тĕлĕшпе вĕсене планграфика та кĕртмен. Çавна май Инна Волкова контрактсем тăвас ĕçе малтан палăртнă пек çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлесси пирки иккĕленнине те пытарман