Малти Ăнтавăш ялĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешĕмĕр Андрей Филиппов ячĕпе асăну хăми уçнă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса лартнă палăк çине вырнаçтарнă.
Андрейăн пурнăçĕ иртнĕ çулхи авăн уйăхĕн- че СВОра çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕ чухне татăлнă. Çар задачисене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн ăна чылай çар награди парса чысланă пулнă.
Асăну хăмине уçма паттăр салтакăн амăшĕ, тăванĕсем тата ял-йыш пуçтарăннă. Сăмах тухса каланă хыççăн вĕсем палăк умне чечексем хунă.
Палăртса хăварар, асăну хăмине туса хатĕр- леме тата вырнаçтарма пирĕн ентеш Сергей Димитриев пулăшнипе май килчĕ. Сергей Васильевич Канаш тăрăхĕнчи депутатсен пухă-вĕн депутачĕ. Ял-йыш çак пархатарлă ĕçшĕн ăна тав тăвать.
Вячеслав ПЕТРОВ