Воскресенье, 20 апреля, 2025
Главная > Публикации > Вакансисен ярмăркки иртĕ

Вакансисен ярмăркки иртĕ

Çитес эрнере Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пайĕнче вакансисен ярмăркки иртĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех вырăнти кадрсен центрĕн ертÿçин çумĕ Оксана Моисеева каласа парать:

— Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри вакансисен ярмăрккине пирĕн республикăра харăсах ултă лапамра йĕркелĕç. Çак йышра Канашри кадрсен центрĕ те пур. Палăртнă кун хамăр пата çынсене ĕçпе тивĕçтерме хатĕр предприятисемпе организацисен представителĕ- сене йыхравлăпăр. Вĕсем ĕç шыракансемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçĕç. Собеседовани тапхăрне ăнăçлă тухнисем кĕске вăхăтрах çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупма пултарĕç. Палăртса хăварар, çĕршывра йĕркелекен вакансисен ярмăркки кăçал пирĕн регионта пуçласа старт илĕ. Иртнĕ çулта ăна Канашра икĕ хутчен йĕркеленĕ, ярмăрккăсене пынă 100 ытла çынна предприяти ертÿçисем çĕнĕ ĕç вырăнĕсем сĕннĕ. Вĕсенчен 17-шĕ официаллă йĕркепе ĕçе вырнаçнă. Çав вăхăтрах вакансисен ярмăркки пулăшнипех çула çитмен 40 çамрăк вĕренÿрен пушă вăхăтра укçа ĕçлесе илме пултарнă. Çак ярмăрккăн Раççей шайĕнчи тапхăрĕ вара çулла, çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, иртĕ. Ку мероприятие ĕç шыракансем хастар хутшăнасса шанатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *