Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Икĕ уйăхлăх пырать

Икĕ уйăхлăх пырать

Канаш тăрăхĕнче экологи субботникĕсен икĕ уйăхлăхĕ старт илнĕ. Унпа килĕшÿллĕн вырăнта пурăнакансем тăван тăрăха тирпей-илем кĕртсе пыраççĕ. Çеçпĕлсем вара ку енĕпе уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Халĕ ял территорийĕн ертÿçине Алексей Ананьева сăмах паратпăр:

— Çеçпĕл тăрăхĕнче субботника чи малтан Матьшÿ ялĕнче пурăнакансем пысăк йышпа тухрĕç. Пĕрлехи ĕçе ял старости Венера Константинова хастар йĕркелесе пычĕ. Çынсем çул айккисене çÿп-çапран тасатрĕç, çул хĕррипе хăйсене тĕллĕн ÿсекен йывăç-хунава касса тирпейлерĕç. Анаткас ялĕнче пурăнакансем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем çурхи шыв-шур çурса кайнă ял пĕвин пăрăхне тепĕр хутчен вырнаçтарса çирĕплетрĕç. Иртнĕ кану кунĕсенче те хамăр ял территорийĕнче пысăк калăпăшлă субботник йĕркелерĕмĕр. Çак пархатарлă ĕçе çĕртме уйăхĕ пуçланичченех тытса пырăпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *