Канашри медицина центрĕн витĕмĕнче тăракан сиплев çурчĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсем хулари Трудовая, Куйбышев урамĕсенче тата Тăвай çулĕ çинче вырнаçнă. Тĕплĕнрех медицина центрĕн ертÿçи Рената Федорова каласа парать:
— Палăртнă адрессемпе вырнаçнă сиплев çурчĕ- сене «Вăрăм тата хастар пурнăç» Наци поекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркене кĕртеççĕ. Капиталлă юсав ĕçĕсем кашни объектрах ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра строительсем кивĕ япаласене сÿтеççĕ, ĕç пÿлĕмĕсене çĕнĕ планировкăпа килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ. Çавăн пекех стенасене тÿрлетсе пыраççĕ, урайсене якатаççĕ. Тĕплĕ юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн, Канашра пурăнакан сакăр пин ытла çын хăтлă сиплев çурчĕсенче пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пултарĕ. Хальхи вăхăтра тухтăрсем, пациентсене ытти адрессемпе йышăнаççĕ. Вĕсене Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствин сайтĕнче уçăмлатнă. Тата çакна асăнса хăварас килет, Канашри медицина центрĕ кăçал Тăва- йĕнчи тĕп больницăн филиалĕн поликлиникине тата Енĕш-Нăрваш ялĕнчи тухтăр амбулаторине те юсаса йĕркене кĕртме палăртать.