Ялта пурăнакан çын хисепе мĕнпе тивĕçет-ши; Паллах, ĕçченлĕхĕпе, çемьере ашшĕ-амăшĕ, ачисем килĕшÿпе пурăннипе, тăвансемпе, кÿр- шĕ-аршипе туслă пулнипе, ырă ĕçсем тунипе.
Хамăрăн шухăшсене Ăвăспÿрт Кипечре пурăнакан Антонина Павловна Федоровăпа калаçу майлă йĕркелес терĕм. Вăл – ялти хисеплĕ çын, тăва- тă ача амăшĕ, Ĕç ветеранĕ.
— Йĕкĕрешсен ачалăх çулĕсем мĕнле иртнĕ-ши;
— Аттепе аннен виçĕ ывăл çитĕннĕ: Геннадий, Илле, Иван. 1942 çулта атте – Григорьев Павел Григорьевич – вăрçа тухса кайнă, анне тин çуралнă Иван пиччене пула ăна ăсатайман та. Фронта яриччен аттесене Шăхасанта виçĕ уйăх вĕрентнĕ, çавăнта кайса килтĕм тетчĕ анне.
Аманса тыткăна лекет вăл. Унтан хăтăлсан ăна йывăр ĕçсем тума янă, нумай терт курнă. 1947 çулта тин, питĕ чирлĕскер, киле таврăннă.
Тепĕр çултан, 1948 çулта, эпир çуралнă: Анатолий тата Антонина. Анне пур ачине те килтех апăс карчăкĕпе Альтук аппапа çуратнă. «Ывăл çуралчĕ те, хама валли пĕр хĕр çуратаймарăм», _ тесе куляннă анне. «Пур, пур, сана валли савăнăç хĕр пĕрчи те пур кунта», _ çапла каласа култарнă Альтук аппа.
Ачалăх савăнăçлах иртмерĕ çав, аннене йывăрччĕ. Питĕ выляс килетчĕ. Тольăпа лара-тăра пĕлмен, пĕр-пĕрне вăрçтараттăмăмăр, япаласене туртса илеттĕмĕр. Анне калани паян кун та асран тухмасть: «Ах, ачасем, шăпрах-ха, шăпрах, аçуна йывăр, кăшт кăтăш пулчĕ, тĕлĕрсе илтĕр, шăпрах-ха», — тетчĕ. Аттен урисем шыçăнса тăратчĕç, асапланатчĕ, çывăраймасчĕ. 1955 çулта вилчĕ, ун сăнарĕ тĕлĕкри пек юлчĕ, 48 çулта кăначчĕ вăл.
— Ачалăхри чи тутлă çимĕç мĕн пулнă;
— Пиччесем каникул вăхăчĕсенче чугун çул çине ĕçлеме вырнаçатчĕç. Тавах турра, ял çумĕпех иртсе каять, ĕçĕ йывăр пулсан та выçă вилме паман – укçа панă. Ĕçлесе илнĕ укçипе кулачă илсе килетчĕç. Хăйсем çывăратчĕç, эпир, ирех тăрса ларнăскерсем, кулачă çисе киленеттĕмĕр. Мĕн тери тутлă, шăрши мĕне тăрать! Çĕçĕпе касса мар, хуçса çинĕ. Кулачă чи тутли пулнă.
— Шкул çулĕсене аса илер-ха.
— Тольăпа пĕр класра вĕренме маншăн кансĕртерехчĕ. Тепĕр чухне ман сумккăран кĕнекесене вăшт çеç кăларса илетчĕ. Ачасем класра нумай пулнă, кĕнеке-тетрадь пурне те çитмесчĕ, йĕкрешсене пĕрер пани те пулнă. Анне шкула кайнă чухне пире пĕрер чĕлĕ çăкăр чиксе паратчĕ – Толя тем вăхăтра ман сумккăри çăкăра кăларса илсе çисе яратчĕ. Пĕрех туслă ÿснĕ, хам çумран тĕртсе ярсан та каялла пырса ларатчĕ. Аса илсе пĕтереес те çук шкул саманчĕ- сене.
— Пурнăç урапи шав малалла чупать. Ÿссе çитсе пĕве кĕнĕ, çемье çавăрнă, ача-пăча ÿстернĕ ĕнтĕ.
— 10 класс пĕтерсен юлташ хĕрачипе Шупашкара пир-авăр комбинатне ĕçлеме кĕтĕмĕр, кĕçех 1969 çулта ялти каччăпа Николай Федоровпа çемье çавăртăмăр. Анне вĕрентсе каланă сăмахсене яланах асра тытнă: «Ял хушшинче ял пек пурăнăр, хăвăрăн ĕçĕрсем лайăх пулсан ыттисене те пулăшма тăрăшăр», _ тетчĕ. Упăшкапа пысăк пÿрт лартрăмăр. Тăвансемпе, кÿршĕ-аршăпа туслă пурăнса ĕçлерĕмĕр. «Ĕçлекен çын валли ĕç тупăнсах тăрать, ĕçлекен çын хисепре, ĕçлекн çын выçă лармасть», _ çак ваттисен сăмахĕсене асра тытса ялан малалла пăхрăмăр. Лайăха, ырра шанаттăмăр. Ачасем те савăнăç кÿретчĕç, хавхалантаратчĕç: Наташа, Марина, Алина, Олег. Шел, упăшка сасартăк вилчĕ, хĕрĕх çулта тăватă ачапа тăлăха юлтăм.
— Çак йывăрлăха чăтса ирттерме мĕнле вăй пулăшрĕ;
— Чи малтан ачасем çинчен шутларăм: вĕсене амăшĕ кирлĕ, ÿстермелле, вĕрентмелле, çын тумалла.
Кĕçĕнни Олег 4-мĕш класс ачи кăначчĕ. Канма пĕлми ĕçлени мана пулăшрĕ: кил-хуçалăха, пахчана та тытса пымалла, шкулти столовăйра, колхозра та, вăрман ĕçĕнче, полимер заводĕнче те ĕçлерĕм. Ĕçре кулянса-макăрса ларма вăхăт çук, манпа пĕрле юлташсем, тăвансем пур вĕт. Ачасене те çитермелле-тумлантармалла, вĕсене ăслă-тăнлă, ырă та тÿрĕ кăмăллă пулма, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентес тенĕ. Ÿснĕçем пурте ĕçе явăçрĕç, пур енĕпе те пулăшса пычĕç. Пÿрт пысăк, вутă нумай кирлă – тавах Турра, вăрман инçе мар. Вутта укçалла илмен, нуша урапипе туртса хатĕрленĕ. Кăмрăкне илме укçине пĕчĕккĕн пухнă. Çын ку- çĕнчен пăхас марччĕ тенĕ, йăлăнман, ялан ĕçленĕ.
— Сирĕн ачасене эпĕ пурне те вĕрентнĕ, хăвăрах пăхнă вĕсем: ырă кăмăллă, ăслă, ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ. Наташăпа Марина медицина ĕçĕнче хисепре. Уйрăмах мана Алина савăнтаратчĕ, вĕренекен вĕрентекенрен те маттурччĕ! Районта, республикăка чăваш чĕлхипе иртекен олимпиадăсенче пĕрремĕш вырăн йышăнатчĕ, хаçатсене заметка-сатья çыратчĕ, аслă классенче ăна учитель ĕçне явăçтартăм. Аслă пĕлÿ илчĕ, халь маттур журналист Алина Федорова.
— Тавтапуç ырă сăмахсемшĕн. «Ватă çынна ятласа сăмах ан кала, кĕçĕннисене тăвану пек курса, çамрăк хĕрарăмсене йăмăкусем пек курса, ватăсене аннÿ пек курса хисепле, пур тĕлте те таса пул»,_ анне турă кĕнекинчи сăмахсене час-часах каланисем мана пулăшаççĕ, малалла пурăнма вăй параççĕ.
Ялта ял пек пурăнакан хастар хĕрарăм вăл Антонина Павловна. Пур çĕре те ĕлкĕрет: урам-масар тасатнă çĕре хутшăнать, çарти салтаксене пулăшма сетка çыхать, çурта тăвать, алса-нуски çыхса парать, чечек нумай ÿс- терет, парнелет. Ял, район чыслакан Хисеп грамотисем нумай унăн. Ачисем, мăнукĕсем килсех тăраççĕ, кăмăла çĕклеççĕ, пурнăç парнеленĕшĕн тав тăваççĕ.
Хисеплĕ Антонина Павловна, санăн пурнăç çулĕ маншăн та тĕслĕх, пĕччен мар эпир, пĕччен мар. Пурăнар-ха, курмассерен пĕр-пĕрне сăмах хушар.
Елена ГЕОРГИЕВА,
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ