Вторник, 29 апреля, 2025
Главная > Публикации > Паха продукци сĕнеççĕ

Паха продукци сĕнеççĕ

Иртнĕ шăматкун Канашри ял хуçалăх пасарĕнче çуркуннехи ярмăрккă ĕçлесе кайнă. Çынсем унта вырăнти ял хуçалăх ĕçченĕсем туса илнĕ паха продукцие туянма пултараççĕ. Тĕплĕнрех округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Виктор Васильев каласа парать:

— Çак суту-илÿ ярмăркки ака уйăхĕнче кашни кану кунĕнчех ĕçлет. Ял хуçалăх таварне кÿрсе килнĕ фермерсене пасар суту-илÿ вырăнĕсемпе тÿлевсĕрех тивĕçтерет. Çавна май продукци хакĕ те ытти чухнехинчен чылай йÿнĕрех. Сутуçăсем ярмăрккăна пынă çынсене çăмарта пуçлама хатĕр- ленекен чăх-чĕп, тĕрлĕрен пахча-çимĕç, аш, сĕт юр-варĕ тата улма çырла хунавĕсем сĕнеççĕ. Пасарта çавăн пекех тĕрлĕрен курав та ĕçлет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *