Пирĕн ентеш Раççей Паттăрĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант «Хыпар» издательство çуртĕнче хăнара пулнă.
Тĕлпулăва журналистсем, ветерансем, шкул ачисем, волонтерсем хутшăннă. Николай Федорович ачалăхне, служба вăхăтне аса илнĕ, хальхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă. Вăл Василий Чапаев начдивран, Андриян Николаев космонавтран тĕслĕх илнине палăртнă.
— Çар çынна пур енлĕн тĕрĕслет. Чи пĕлтерĕшли — кирек мĕнле лару-тăрура та чыса çухатманни. Чăвашсем те çар службинче хăюлăхĕпе палăрса тăнă, кăткăс самантра паттăрлăх кăтартнă», — тенĕ Раççейĕн тава тивĕçлĕ çар летчикĕ Николай Гаврилов.
Хамăр инф.