Воскресенье, 12 апреля, 2026
Главная > Публикации > Салтаксен çемйисене пулăшассине пур енлĕн пурнăçласа пыраççĕ

Салтаксен çемйисене пулăшассине пур енлĕн пурнăçласа пыраççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Тăван çĕршывăн çар çыннисен çемйисен комитечĕн» регионти уйрăмĕн ертÿçипе Ольга Владимировапа тĕл пунă. Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем Комитетăн 2024 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи ĕç планне пăхса тухнă.

Ольга Владимирован мăшăрĕ ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлет, вăл — разведротăн командирĕ. Комитет ертÿçи иртнĕ çулта çар çыннисен çемйисенчен 600 ытла çыру илнине пĕлтернĕ. Çынсене правопа психологи тата гуманитари пулăшăвĕ, çăмăллăхсемпе тÿлевсем, хыпарсăр çухалнисене шырасси тата ытти ыйту кăсăклантарнине каланă.

Хальхи вăхăтра Комитет салтаксене тата вĕсен çемйисене пулăшу кÿрес тĕлĕшпе пур енлĕн ĕçлесе пырать. Республикăн вунă районĕн- че пуçару ушкăнĕсем ĕçлесе кайнă. Çивĕч ыйтусене ятарлă чатра кĕске вăхăтра сÿтсе яваççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксен çемйисене пулăшса пырасси регионăн социаллă политикин тĕп енĕсенчен пĕри пулнине каланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *