Воскресенье, 20 апреля, 2025
Главная > Публикации > Уя шанчăклă техника çеç тухĕ

Уя шанчăклă техника çеç тухĕ

Канаш енри ял хуçалăх предприятийĕсенче техникăн юсавлăхне тĕрĕслеççĕ. Çак ĕçе çулсерен çур аки умĕн туса ирттереççĕ. Техтĕрĕслев йĕрки çинчен Патшалăх технадзор инспекцийĕн вырăнти ертÿçи Денис Егоров каласа парать:

— Ĕç графикĕпе килĕшÿллĕн техтĕрĕслев Канаш тăрăхĕн-че ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнче пуçланчĕ. Вăл уйăх вĕçленичченех пырĕ. Çак тапхăрта кашни хуçалăхах çитсе килĕп. Хальхи вăхăт тĕлне техника юсавлăхĕ- пе Макаров фермер хуçалăхĕн- че тата «Пионер» агрофирмăра пулса паллашрăм. Ытларикун «Канмаша» çула тухрăм. Уя — шанчăклă техникăна çеç кăларăпăр, çавăнпа хуçалăх ертÿçисене ăна техтĕрĕслеве тĕплĕн хатĕрлесе çитерме ыйтатăп. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *