Шупашкарта мас-рестлинг енĕпе черетлĕ ăмăрту иртнĕ. Унта Канаш ен спортсменĕсем те йышлăн хутшăннă. Вĕсем тĕп хуларан тĕрлĕ шайри 11 медальпе таврăннă. Ăмăртăва çамрăксене Виктор Федоров ăста тренер хатĕрленĕ:
— Мас-рестлинг — çамрăксем хушшинче анлă сарăлса пыракан спорт тĕсĕ. Канашсем унта уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Палăртса хăварар, каччăсемпе пĕрле хĕрсем те пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине çирĕппĕн хăпарççĕ. Нумаях пулмасть, Шупашкарта иртнĕ ăмăртура, Арина Чернова, Софья Сидорова, Вероника Александрова тата Артем Софронов «ылтăн» медальсем çĕнсе илчĕç. Кирилл Васильевпа Василиса Павлова «кĕмĕл» медальсене тивĕçрĕç. Никита Григорьев, Илья Алексеев, Эмиль Сиразетдинов, Прохор Григорьев тата Иван Патшин «бронза» медальсемпе таврăнчĕç. Çитес эрнере, мала тухнă яшсемпе хĕрсем, Нальчик хулине çитсе килĕç. Канашсем унта та Чăваш Ен чысне ăнăçлă хÿтĕлессе шанатăп.
Хамăр инф.