Канаш тăрăхĕнче шкул автобусĕсене тĕрĕслесе хак панă. Çак ĕçе тума çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем, прокуратура тата транспорт çинчи федераллă служба ĕçченĕсем хутшăннă. Тĕрĕслев мĕнле иртнипе вĕренÿ управленийĕн тĕп специалист эксперчĕ Наталия Тимофеева паллаштарать:
— Канаш тăрăхĕнчи пĕлÿ çурчĕсене пĕтĕмпе 35 шкул автобусĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсем кунсеренех 88 маршрутпа çула тухаççĕ. Автобуссем çичçĕре яхăн ачана шкула илсе çитереççĕ, вĕренÿ хыççăн каялла леçеçеççĕ. Çак яваплă ĕçре чи пĕлтерĕшли — вĕсене çул çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Тĕрĕслев комиссийĕ кашни транспортпа тĕплĕн паллашрĕ, вĕсем хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе çирĕп килĕшсе тăнине шута илчĕ. Аса илтеретпĕр, вĕренÿ çулĕ пуçланиччен кашни шкул автобусĕ техтĕрĕслев витĕр тухнă пулнă. Çакнашкал хушма тĕрĕслевсене, сăнав ведомствисем ыйтнипе, çулталăкра темиçе хутчен те йĕркелесе ирттерме пултараççĕ.