Воскресенье, 20 апреля, 2025
Главная > Публикации > Çурхи культурăсене акма тухнă

Çурхи культурăсене акма тухнă

Канаш енри çĕр ĕçченĕсем акана тухнă. Уй-хир ĕçĕсемпе округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Виктор Васильев паллаштарать:

— Çурхи культурăсене акма Канаш тăрăхĕнче чи малтан «Хучель» пĕрлĕх ĕçченĕсем пуçăннă. Вĕсем çанталăк çумăра кайиччен 30 гектар çинче сĕлĕ акса хăварнă. Асăннă хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал 600-е яхăн гектар çинче акма палăртаççĕ. «Пионер» агрофирма, пысăк утар тытаканскер, фацели уйĕсене анлăлатнă. Ытти хуçалăхсем типнĕ лаптăксем çинче кĕрхи çĕртме анисене (150 гектар çинче) тата нумай çул ÿсекен курăксен уйĕ- сене (2300 гектар çинче) сÿресе тухнă, пĕтнĕ лаптăксене люцерна вăрри акса çĕнетнĕ. Кĕрхи культурăсене 3240 гектар çинче апатлантарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *