Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Çĕнтерÿре энергетиксен тÿпи те пур

Çĕнтерÿре энергетиксен тÿпи те пур

Çĕнтерÿ уявĕ çывхарса пынă май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă ентешсем çинчен кĕскен те пулин асăнса хăварас килет. Вĕсем Канаш районĕпе хулинчи энергетика тытăмĕнче ĕçлесе çĕршыври халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ сферине аталантарма пулăшнă.

Энергетиксенчен виççĕшĕ Асхва ялĕнче çуралса ÿснĕ: Егоров Иван Егорович, Трофимов Петр Трофимович, Алексеев Архип Алексеевич. Григорьев Иван Григорьевич Ухманта çут тĕнчене килнĕ. Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕн каччи Григорьев Андрей Григорьевич Вырăскас Пикших ялĕнче çемье çавăрнă. Çак çынсем пурте тĕрлĕ вăхăтра Канаш хулинчи Ирĕклĕх (ул. Свободы) урамĕнче вырнаçнă электрохуçалăхра ĕçленĕ. Чи малтан вăл Канаш хула электростанцийĕ (1929-1939/, каярахпа шывпа тата электроэнергипе тивĕçтерекен предприяти («Водосвет») (1940-1961/, Канаш хулин электросечĕ (1962, 1963/, 1964 çултан 1968 çулхи июнь уйăхĕччен Чă-ваш электричество сечĕсен Канаш районĕнчи, 1968 çулхи июнь уйăхĕн- чен — Чăвашэнергăн Кăнтăр электричество сечĕсем; 1969 çулхи август уйăхĕнчен — Чăвашкоммунэнергăн Канаш хулипе районсен центрĕсене, поселоксене электроэнергипе тивĕçтерсе тăракан организаци пулнă. Хальхи вăхăтра вăл Канаш тăрăхне электроэнергипе тивĕçтерекен предприяти («Чăваш патшалăх электричество сечĕсем» акционерло обществăн структура подраздаленийĕ/.

Егоров Иван Егорович (1910.08.22 — 1984/. Асхва ялĕнче çуралнă, вырăскас Пикшихри шкулта 6 класс вĕренсе пĕтернĕ. Канаш хула электростанцине тунă çĕре (1928-1929) хастар хутшăннă, тĕрлĕ ĕç тăвакан рабочи пулнă. 1934 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Иван Егорович пĕр вырăнта, Канаш хулин электрохуçалăхĕн-  че вăй хунă. 1934-1939 çулсенче И. Егоров Канаш хулин электростанцийĕнче электромонтерта ĕçленĕ. Тăрăшулăхне, типтерлĕхне тата пултарулăхне асăрхаса 1939 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче ăна аслă электромонтер пулма лартнă. Мобилизаци йĕркипе 1941 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа 1946 çулхи январĕн 20-мĕшĕччен Хĕç-пăшаллă вăйсен ретĕнче тăнă. 1946 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче «Водосвета» (шывпа тата электроэнергипе тивĕçтерекен организаци) аслă электромонтер пулса ĕçлеме кĕнĕ. 1962 çулхи январь уйăхĕччен «Водосвет» предприятие «Канаш хулин электросечĕ» ят панă, вăл электроэнергипе тивĕçтерсе тăма пуçланă. Пултаруллă та пуян опытлă специалиста тĕп инженера лартнă. Каярах хулари электросеть мастерĕнче тăрăшнă. Вăрçă пуçлансанах Иван Егорович 38-мĕш зенитпа артиллерин уйрăм дивизионĕнче прожекторист, 108-мĕш гварди стрелковăй полкра 76 мм оруди номерĕ пулса çапăçнă. 1943 çулхи февральте аманнă, госпитальте сывалнă хыççăн çĕнĕрен строя тăнă, тăшмана тĕп тăвичченех çапăçу хирĕн- че пулнă. Ăна нумай медальпе наградăланă. Мирлĕ пурнăçри пархатарлă ĕçшĕн Иван Егорович Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, нумай медале, Хисеп хутне тивĕçнĕ.

Алексеев Архип Алексеевич (1913.02.09 — 1986.08.16) Асхва ялĕнче çуралса çитĕн- нĕ. Вырăскас Пикших шкулĕн-че 6 класс пĕ-тернĕ. Хусанти чукун çул техникумĕнчен, Парти обкомĕн кĕске вăхăтлăх курсĕнчен, Канашри учительсем хатĕрлекен институтран куçăмсăр йĕркепе вĕренсе тухнă. Канашри предприятисенче яваплă вырăнсенче ĕçленĕ. Энергетикăра 10 çул ытла вăй хунă: 1957 çулхи апрельтен пуçласа 1961 çулхи июньччен Канашри «Водосвет» директорĕ; 1961 çулхи июльтен пуçласа 1964 çулхи январьччен — Канаш хулин электросеть директорĕ; 1967 çулхи октябрччен «Энергосбытăн» Канашри уйрăмне ертсе пынă. Хулари электрохуçалăха тата ял хуçалăхĕнчи электричество тытăмĕсене çирĕплетме хăйĕн вăй-халне шеллемен. 1942 çулхи январĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа мĕн вăрçă пĕтиччен А. Алексеев вăрçă хирĕнче пулнă. Батарея комиссарĕ, батарея командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ, автобатальонти парторг тата штаб начальникĕ, танк полкĕн техника енĕпе тивĕçтерсе тăракан начальникĕн çумĕ пулнă. Кĕçĕн политрукран танк полкĕн капитанĕ таран çитнĕ вăл. Тверь хулинчен пуçласа Украина, Словаки, Польша витĕр тухса Аслă Çĕнтерĕве Германире кĕтсе илнĕ. Нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă тапхăрта хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Алексеев офицера Хĕрлĕ Çăлтăр тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ орденĕсемпе, нумай медальпе наградăланă.

Трофимов Петр Трофимович (1917.06.23 — 1970.04.14) Асхва ялĕнче çуралнă, Вырăскас Пикшихри шкулта 6 класс пĕ-тернĕ. 1938-1940 çулсенче Хĕрлĕ Çар ретĕнче тăнă. Вăрçă пуçлансанах мобилизаци йĕркипе 40-мĕш прожектор полкĕнче (40-й прожекторполк) электрик пулса çапăçнă. 1942 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи январь уйăхĕччен 861-мĕш зенитлă артполкра 85 миллиметрлă орудин артиллери наводчикĕ пулнă. Унтан мĕн вăрçă чарăничченех 436-мĕш артиллери полкĕнче 122 миллиметрлă  гаубица командирĕ пулса тăшманăн салтакĕсемпе техникисене тĕп тунă. 1946 çулхи майăн 29-мĕшĕнче ăна киле янă. Вăрçăран таврăннă виçĕ фронтовик (виççĕшĕ те Асхваран: И.Е. Егоров, В.Т. Тимофеев, П.Т. рофимов) 1946 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче Канашри «Водосвета» ĕçе выр- наçнă. Петр Трофимович малтан электромонтерта, 1947 çулхи январĕн 6-мĕшĕнчен аслă электромонтерта ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче парти ретне кĕнĕскер мирлĕ пурнăçра та общество ĕçне хастар хутшăннă — предприятин парторганизаци секретарĕ пулнă. Хулари урамсене çĕрле çутатса тăракан хунарсене автоматика урлă ĕçлеттерсе яма пулăшнă. 1964 çулччен мастер ĕçĕсене тунă, вăл ертсе пынă участок малтисен шутĕнче пулнă. Хулапа район се-     чĕсене пĕрлештерсен лини çинчи электромонтерта вăй хунă. 1970 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче фронтовикăн чĕри тапма чарăннă. Юлашки çула ăсатнă чухне ял-йыш унăн нумай-нумай наградине курсан вăрçă тата ĕç паттăрĕпе сывпуллашнине ăнланнă.

Григорьев Иван Григорьевич (1914.10.13 — 2002) Ухман ялĕнче çуралнă, ялти шкула вĕренсе пĕтереймен — çемье Çĕпĕре куçса кайнă. Ашшĕ вилнĕ пирки амăшĕ ачисемпе яла таврăннă. 1933 çулта Егорова Марфа Ивановнăпа çемье çавăрнă. Канашри вакунсем юсакан заводра слесарьте ĕçлеме пуçланă. Вăрçă пуçланиччен çемьере икĕ ача çуралнă. 1940 çулта пушара пула кил-çурчĕ çунса кайнă. 1941 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче фронта тухса кайнă чух пушар хыççăн пурăнмалла тăвайман пÿртĕнче чирлĕ амăшĕпе арăмĕ икĕ пĕчĕк ачипе тăрса юлнă. 1941 çулхи декабрьтен 9-мĕш понтонлă батальонăн стрелокĕ, 1942 çулхи февральтен 1389-мĕш стрелковăй полкăн стрелокĕ пулса çапăçнă, пĕр çапăçура аманнă, урин пÿрнисене тăм илнĕ. Госпитальте сипленнĕ хыççăн вăрçă чарăничченех мотоциклистсен 76-мĕш уйрăм батальонĕнче минометчик пулса çапăçнă. Мотобатальон Ленин тата Хĕрлĕ Ялав орденĕ- семлĕ Кантемировски 4-мĕш танк корпусĕн шутĕнче тăнă. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Иван Григорьев салтака 1944 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче «За отвагу» медальпе наградăланă. Воронеж — Харьков — Киев — Тернополь — Львов — Берлин — Дрезден — мотобатальонăн вăрçăри çул-йĕрĕ. Мотоцикла йĕркеллĕ тытнă пирки вăрăм çулта техникăна виçĕ хутчен кăна ылмаштарнă. Иван Григорьевичăн паттăрлăхĕпе хăюлăхне орден-медальпе хакланă. Вăрçă хыççăн ентешĕмĕр тăван ялĕнче уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ. Тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕшĕн 1953 çулта ВДНХн бронза медальне тивĕçнĕ, çемьере тата икĕ ача хушăннă — Кольăпа Валентин. 1962 çулта канашри хула электричество сетĕнче кочегара вырнаçнă, каярахпа Кăнтăр электричество сечĕсенче электрослесарь, усă курнă трансформатор çăвĕсене тепĕр хут тасатса тăракан специалист пулнă. Иван Григорьевăн кĕçĕн ывăлĕ Валентин Шупашкарти энергетика техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Канашри нефтебазăра энергетик тата «Чувашнефтепродукт» системинче яваплă вырăнсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Григорьев Андрей Григорьевич (1927.09.01 — 2015. 09.14/

Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă, Яманакри 7 класлă шкула вĕренсе пĕтернĕ. Канашри механизаци шкулĕнче электромонтерсен ушкăнĕнчен, Канашри каçхи шкултан, куçăмсăр майпа чукун çул инженерĕсене хатĕр- лекен институтран вĕренсе тухнă. Тин кăна шкул пĕтернĕ ачана колхоз лашисене пăхма, каярахпа бригадир ĕçне шаннă. 1944 çулхи сентябрьте 17 тултарнă качча Хура тинĕс флотне электрик моториста вĕренме янă. Специальность илнĕ çамрăк моряка Дунай флотилине 335-мĕш бронекатер çине электрик моториста çирĕп- летнĕ. Бронекатерсен бригади Дунай шывĕ тăрăх вырнаçнă çĕршывсене фашистсен тамăкĕнчен хăтарса пынă. Пирĕн ентешĕн кăкăрĕ çинче Нахимов медалĕ хăйĕн вырăнне тупнă. Вăрçă чарăнсан Дунай шывне минăсенчен тасатмалла пулнă. Çак ĕçе 1948 çулчченех тунă. Хастар та хăюллă моряксен ушкăнне Балти флотне карапсем çине вырнаçтарнă çĕнĕ техникăсене тĕрĕслеме янă. Вĕсен йышĕнче Андрей Григорьев та пулнă. Вăл куçса çÿрекен электростанцин командирĕ пулнă. 1951 çулта, 7 çул çарта пулнă хыççăн, Андрей Григорьев 1-мĕш статьяллă старшина Балти флотĕнчен Чăваш Ене таврăннă. Паттăрлăхшăн наградăланă нумай орден-медаль унăн кăкăрне илем кÿнĕ. Вăрçă хыççăн А. Григорьев Канашри вакунсем юсакан заводра электромонтажник, дежурнăй электрик, инженер, аслă инженер должноçĕсенче ĕçленĕ. Заводра вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе София Ивановнăпа паллашса çемье çавăрнă, пилĕк ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă ывăлĕ Андрей тата хĕрĕ Надежда ашшĕ çулне суйласа илнĕ — мĕн пенсие тухичченех энергетикăра тăрăшнă. 1968 çулхи июньте Андрей Григорьевича çĕнĕ предприятие – Чăвашэнергăн кăнтăр электричество сечĕсен производствăпа техника службин начальникне лартнă. 1974-1983 çулсенче Канаш хулипе районсен центрĕсенче вырнаçнă хуласемпе поселоксене электроэнергипе тивĕçтерсе тăракан (Канашские межрайонные электрические сети) организацин тĕп инженер- ĕнче ĕçленĕ. 1983 çулта Канашри протезпа ортопеди предприятине ертсе пыма шаннă. Унта вăл 1988 çулччен тăрăшнă. Пенсие тухсан та Андрей Григорьевич энергетикăна манман. 70 çула çитиччен энергетик пулса Улатăрти электроприборсем тăвакан заводăн Канашри филиалĕнче тата Коопзаготпромра ĕçленĕ. Общество ĕçĕнче те хастар пулнă вăл, çÿлерех асăннă предприятисенче парторганизаци секретарĕ пулма шаннă ăна, Асхва ял тăрăхĕн ветерансен канашĕн председателĕ пулнă, патриотизм темипе çамрăксемпе тĕлпулусем ирттернĕ.

Михаил ИВАНОВ,

энергетика ĕçĕн ветеранĕ,

Çĕнĕ Мами ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *