Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Вăрçă паттăрĕн тăванĕсене шыраççĕ

Вăрçă паттăрĕн тăванĕсене шыраççĕ

Янкăлч шкулĕнчи «Эпир астăватпăр» шырав отрядне запрос килнĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтакăн тăванĕсене шыранине пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех Янкăлчри шырав отрячĕн ертÿçи Ирина Иванова каласа парать:

— Пирĕн ентешĕн ÿтне Раççейри «Патриот» шырав отрячĕ кăçал пуш уйăхĕнче Псков облаçĕнчи Печора районĕнче тупнă. Çумра пулнă документсем тăрăх, вăл 1941 çулта Канаш хулинче пурăнни палăрнă. Вăрçа Анатолий Григорьевич Скрипченко 1942 çулта, Канашри çар комиссариатĕнчен тухса кайни паллă. Тепĕр икĕ çултан, унăн амăшĕ ячĕпе, ывăлĕ вилни çинчен «хура» хут килнĕ. Вăрçа кайиччен саппасри аслă сержант çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ, унăн мăшăрĕ Анна Яковлевна Скрипченко ?хĕр чухнехи хушамачĕ Лапина/ Канаш хулинчи госпитальте медсестра пулса ĕçленине тĕпчесе пĕлтĕмĕр. Халĕ çине тăрса паттăр салтакăн çывăх тăванĕсене шыратпăр. Скрипченко хушамат, чăн та сайра тĕл пулаканскер, сирĕн тăвансемпе паллакансем хушшинче çакăн пек хушаматлă çын пур пулсан, пирĕн Янкăлч шкулĕнчи «Эпир астăватпăр» шырав отрячĕпе çыхăнма чĕнсе калатпăр. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *