Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм чăвашсен диктантне çырĕç. Кăçал йăлана кĕнĕ акцие Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халаллĕç.
Диктанта 13 сехетре çырма пуçлĕç. Ăна аудиторире е дистанци мелĕпе çырма май туса парĕç. Кăçал чăваш халăх çыравçин Василий Алентейăн хайлавĕнчи пĕр сыпăк пулĕ.
Кăçал çавăн пекех акцин сăн-сăпатне те суйланă. Вăл _ ятарлă çар операцине хутшăнакан офицерăн мăшăрĕ Кристина Егорова. Вăл салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ леçме çÿрет.

