Главная > Публикации > Пĕр ĕне пуçне ытларах сĕт сунă

Пĕр ĕне пуçне ытларах сĕт сунă

Кашни квартал вĕçĕнче ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрăва округăн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев уçăмлатать:

— Кăçал виçĕ уйăхра округри хуçалăхсенче чĕрĕ виçепе 105 тонна аш-какай туса илнĕ. Аш-какайăн мĕнпур калăпĕшĕн 92 проценчĕ — ĕне выльăх ашĕ, 5 : — кайăк-кĕшĕк ашĕ, ытти аш виçи 3 процентпа танлашнă. Асăннă тапхăрта округра пĕтĕмпе 1500 тонна ытла сĕт суса илнĕ. Кăтарту пĕлтĕрхи шайра. Пĕр ĕне пуçне вăтамран 1280 килограмм сĕт сунă. Çак кăтарту иртнĕ çулхинчен 3 процент ытларах. Кĕтÿ кĕçех çаран çине тухĕ. Çавна май çакна асра тытмалла: пĕрремĕш кунсенче выльăха уя илсе тухиччен утă-улăмпа тăрантармалла. Çавăн пекех тăвар пирки те манмалла мар. Фермăсене юсас ĕçе те вăраха ямалла мар. Çуллахи вăхăтра йÿнĕ апатпа усă курса выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен пысăк тупăш илсе юлма тăрăшмалла. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *