Çак кунсенче округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакан специалистсемпе Сиккасси салине çитсе килтĕмĕр. Унта Канаш тăрăхĕн- че пахча-çимĕç туса илессипе ăнăçлă ĕçлесе пыракан Олег Шпаков фермерăн хуçалăхĕпе паллашрăмăр.
Олег Васильевич пире чи малтанах анкартинче вырнаçнă пысăк теплицăна кĕрсе курма сĕнчĕ. Ака уйăхĕн пуçламăшĕн- че акнă купăста вăррисем илемлĕ калчана çаврăнма та ĕлкĕр- нĕ иккен. Çанталăк ăшăтиччен фермер теплицăна каçсерен хутса тăнă, çамрăк хунавсене ăшă шывпа шăварнă, хĕвеллĕ кун пăчă пÿлĕме вăхăтра уçăлтарнă. Тăрăшни чăн та сая кайман, 250 пин тĕп купăста калчи куçа илĕртет.
Вĕсен хушшинче _ ир пулакан, вăтам тата кая юлса çитĕ- некен ултă тĕрлĕ сорт. Олег Шпаков «агрессор», «муксума», «тиара», «крауткайзер» тата ытти сортсемпе ĕçлеме юратать. Пĕри _ тăварлама, тепри вара хĕллехи управа хума юрăхлине палăртать. Тухăçĕпе те кÿрĕнтермеççĕ иккен. Мĕнле шăрăх çанталăкра та кирлĕ ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пырсан гектартан 180 ытла центер тухăçпа савăнтарма пултараççĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту шăпах çак цифрăпа танлашнă та.
Купăста уйĕсем Сиккассинче кăçал та 10 гектар йышăнассине палăртать Олег Васильевич. Çак çăмăл мар ĕçре ăста фермера ăнăçу тата çирĕп вăй-хал сунатпăр.