Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Халăха хумхантаракан ыйтусем çине хуравланă

Халăха хумхантаракан ыйтусем çине хуравланă

Ĕнер, ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ. Журналистсем хăйсен ыйтăвĕсене регион ертÿçине тÿрремĕн тата ытти мелпе те усă курса пама пултарнă. Олег Алексеевич «тÿрĕ» эфир вăхăтĕнче калем ăстисен, студентсемпе общество юхăмĕн хастарĕсен вăтăр ытла ыйтăвĕ çине тулли хурав панă. Пресс-конференци икĕ сехет çурă ытла пынă.

Эфира çынсем Чăваш наци телевиденийĕпе, Пуçлăхăн телеграм каналĕнче, «ВКонтакте», «Чувашская Республика» ушкăнра тата «Республика 21» телеграм каналра курма пултарнă. Çавăн пекех эфир трансляцийĕ «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» хумĕсем çинче те пынă.

Ыйтусем _ социаллă пĕлтерĕш- лисем, регион ертÿçин малашлăх тĕллевĕсене тата туса ирттернĕ ĕçĕсене пырса тивекенскерсем, çамрăксен политикипе тата пат- риотла воспитанийĕпе çыхăннăскерсем… пулнă. Пресс-конференцире муниципалитетсенче Правительство кунĕсем мĕнле иртнине те пĕтĕмлетнĕ.  Парк зонисенче спорт лапамĕсем хатĕр-

лесси çинчен калаçнă. Республикăри çулсене йĕркене кĕртессине уйрăммăн  палăртса хăварнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăшăн пĕлтерĕш- лĕ ыйтусене хускатнипе пĕрлех халăха хумхантаракан ыйтусем çине  те туллин хуравланă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *