Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > 1500-е яхăн çамрăк пуçтарăнĕ

1500-е яхăн çамрăк пуçтарăнĕ


Пирĕн республика «Ялта чи лайăххисем» агрослета хатĕрленет. Правительство çуртĕнче ку ыйтупа ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов ертсе пынă. Вăл каланă тăрăх, агрослета кăçал Атăлçи округне кĕрекен регионсенчи çамрăксем те хутшăнĕç.
Агрослет кăçал çу уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Тăвай округĕнче иртĕ. Унта тĕрлĕ профессиллĕ 1500 яхăн çамрăк пуçтарăнĕ. Яланхи пекех слета хутшăнакансен парачĕпе уçăлĕ. Унăн программи анлă пулĕ: ăсталăх сехечĕсем, лекцисем, ăмăртусем, тĕлпулусем, конкурссем, концертсем…
Кăçалхи агрослета Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнине халаллĕç. Çавăнпа патриотлăх теми тĕп вырăнта пулĕ. Агрослет «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» чĕнӳпе иртĕ. Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева пĕлтернĕ тăрăх, унта вăрçă юррисем янăрĕç, Çĕнтерӳ вальсĕ ташлĕç, «Воин» центр ĕçченĕсем çар техникипе паллаштарĕç. Агрослета ятарлă çар операцине хутшăнакансене, СВО ветеранĕсене чĕнĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *