Чăваш наци музейĕнче Мускаври Çĕнтерÿ музейĕнчен илсе килнĕ, куçса çÿрекен «Çĕнтерÿ художникĕсем» курав уçăлнă. Унпа паллашма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та килнĕ.
Унăн кураторĕ Елена Ремизова пĕлтернĕ тăрăх, курав Шупашкара чи малтан çитнĕ, унта ÿнер ăстисен тĕлĕнмелле ĕçĕсене пухнă. Авторсем вĕсене тĕрлĕ вырăнта тата тĕрлĕ çĕрте çырнă: фронт- ра, çар госпиталĕсенче, партизан отрячĕсенче, тылра… Вĕсенче салтаксемпе командирсем, медиксем, тыл ĕçченĕсем, ыттисем сăнланнă. Пĕтĕмпе 132 экспонат. Çав шутра 54 живопиç тата графика ĕçĕ, 14 скульптура композицийĕ.
Орест Верейский, Виктор Дмитриевский, Александр Богданов, Николай Мацедонский, Дмитрий Пяткин, Николай Обрыньба ĕçĕсем. Экспозицие Совет Союзĕн Геройĕн, авиацин тĕп маршалĕн Константин Вершининăн харпăр япалисем, медицина службин полковникĕн Игорь Красовскин медицина инструменчĕсем, салтаксен çи-пуçĕ пуянлатаççĕ. Выставкăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.
Курав юпа уйăхĕн 25-мĕшĕччен ĕçлĕ.