Республикăн премьер-министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Сергей Артамонов Канаш енре ĕçлĕ çул-çÿревпе пулнă. Тĕплĕнрех круг пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Ирина Константинова каласа парать:
— Сергей Геннадьевич чи малтан Канаш тăрăхĕнчи çÿп-çапа уйăрса тирпейлекен комплексăн строительствипе паллашрĕ. Асăннă объекта кăçал кĕркунне хута яма палăртаççĕ. Вăл Экологи ырлăхĕ наци проекчĕпе килĕшÿ-ллĕн çĕкленет. Паянхи куна строительсем палăртнă ĕçсен 80 процентне вĕçленĕ. Унтан Шупашкартан килнĕ комисси Шăхасанти поликлиника стройкинче пулчĕ, кулленхи ĕçре тĕл пулакан чăрмавсене сÿтсе яврĕ. Ĕçлĕ çул-çÿрев Канашри элеваторта вĕçленчĕ. Çĕнĕ подрядчик ĕçе пикеннĕ хыççăн реконструкци ĕçĕсем унта кал-кал кайнă. Строительсем хальхи вăхăтра ятарлă оборудовани вырнаçтараççĕ, вăрлăха упрамалли котловансем хатĕрлеççĕ. Мĕнпур ĕçе вĕсем килес çул, раштав уйăхĕнче вĕçлеме палăртаççĕ.

