Мускавра кӑҫал та Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ ВДНХра иртӗ. Кунне те палӑртнӑ – утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗ.
Мускавра Акатуй пӗлтӗр те ВДНХра иртнӗ. Унта 165 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ. 2023 ҫулта вара чӑвашсен уявне «Сокольники» паркра йӗркеленӗ пулнӑ.
Акатуйра яланхи пекех сувенир продукцийӗсене сутӗҫ, «Кӗрешӳ» спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, концерт пулӗ.

