Понедельник, 10 ноября, 2025
Главная > Публикации > Ака кунран-кун вăй илет

Ака кунран-кун вăй илет


Канаш тăрăхĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсем вăй илеççĕ. Акана кашни хуçалăхрах тухнă темелле. Ял хуçалăх ĕçченĕсем типнĕ лаптăксем çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене акса пыраççĕ.
Вĕсем уйра мĕнле ĕçленине округ администраци- йĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем тăтăшах вырăна тухса хаклаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче пулчĕç. Унта ятарлă комплекспа пăрçа акаççĕ. Çак тĕллевпе фермер пăрçан «Рокет» ятлă сортне кÿрсе килнĕ. Ăна вĕсем кăçал 250 гектар ытла лаптăк çинче акса хăварма палăртаççĕ.
Кÿршĕ уйра Владимиров хресчен-фермер хуçалăхăн ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Пĕрисем çĕр хатĕрлессипе тимлеççĕ, теприсем урпа акса пыраççĕ. Асăннă культура уйĕсем унта 60 гектар йышăнĕç.
Хальхи вăхăт тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4 пин ытла гектар çинче акса хăварнă. Ку планпа пăхса хăварнин 30 ытла проценчĕпе танлашать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *