Ытларикун Улатăр тăрăхĕнчи Междуречье ялĕ çывăхĕнче типĕ курăк çуннă. Вут-çулăм 9 гектар çинче алхаснă.
Çак инкек ялти тăватă çурта тĕп тунă. Виççĕшĕ пушă ларакан пÿртсем пулнă, пĕринче вара çынсем пурăннă.
Çулăм çиллĕ çанталăка пула хăвăрт сарăлса пынă. Пушар хуралĕн ĕçченĕ-сем унпа ултă сехет ытла кĕрешнĕ. Вĕсем тата тепĕр икĕ çурта çулăм хыпса илесрен çăлса хăварма пултарнă.

