Юмах вулама кăмăллакансем Лев Кадкин çыравçăн ятне аван пĕлеççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче тĕрлĕ çулта унăн «Вăрăм тунасен çĕршывĕнче», «Ашак кĕперĕ», «Çерçи кăнтăрĕ» хайлавсем кун çути курнă. Акă черетлĕ кăларăм та пичетленсе тухрĕ – «Маленький Гном. Пĕчĕк Çухаль-Çухалей». Унта авторăн юлашки çулсенче çырнă юмахĕсем кĕнĕ: «Пĕчĕк Çухаль-Çухалей», «Шутлавçă Чарлан», «Хăравçă Мулкач хăрама пăрахни çинчен», «Мучи, кушак, шăшисем», «Таракан вăрçи» тата «Вăрăм тунасен çĕршывĕнче». Чăвашла Юрий Сементер тата Вениамин Тимаков куçарнă. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçисем – Елена Лютая, Светлана Бритвина, Егор Гафидов.
Малтанах вулакансем пĕчĕк Çухальпе паллашĕç:
Пурăннă имĕш тахçан Çухалей:
Пуриншĕн те тĕслĕх,
ятулăх, тирпей…
Пÿрчĕ ун – виçĕ хупах çулçинчен,
Ларать ешĕл çирĕкĕн сулхăнĕнче.
Çак Çухаль пур чĕрчунпа тата ÿсен- тăранпа туслă пурăннă, нимĕне те кÿрентермен. Ирех вăрансан тĕрлĕ хускану тунă та уçăлма, тусĕсене сывлăх сунма тухса кайнă. Анчах пĕррехинче вăл каç пулсан та килне таврăнман:
Пĕри те пĕлмеççĕ: ăçта Çухалей,
Хăна таврашне çул
тытман-ши вăл, эй;
«Чим-чим, – тет кăтра çирĕке
Çил ачи, –
Хĕрпе калаçатчĕ-çке улăх каччи…»
Чăнах та, Çухалей Фея ятлă пикене тĕл пулнă та юратса пăрахнă иккен. Лешĕ чипер те ырă кăмăллă курăннă:
…Килтĕм кунта вĕршĕнпе
кăнтăртан,
Тартăм çапла хурах пек
Хăлатран, –
тесе пĕлтернĕ вăл хăй пирки. Анчах Фея пĕрре те илеме курма-хак- лама пĕлмен иккен, Çухаль уншăн тăрăшнине ним вырăнне те хуман.
«Шутлавçă Чарлан» юмахри ĕç-пуç шурлăхра пулса иртет. Шавлă шапасем хăйсем миçен пулнине шутласа кăларма тĕв тунă. Анчах хăшне шанас çак çăмăл мар ĕçе; «Шапана шутлаттарас – Шут хисепне ăнланмасть»… «Тен, пулла явăçтарас Шурлăхри шутлав ĕçне; Анчах мĕнле ăнланас Ун сăмахсăр чĕлхине;» Самай тавлашнă хыççăн пĕр шапи ăслă шухăш каланă:
Эсир хăвăр та ăна
Астăватăр аванах,
Ячĕпе калас пулсан –
Манăн кандидат – Чарлан.
Пурте унпа килĕшеççĕ. Телее, чарланĕ те хирĕçлемест.
Пултаруллă шутлавçă миçе шапа шутласа кăларнине вара юмахпа паллашсан пĕлейĕр.
«Таракан вăрçи» юмахра карчăк- па старик таракансенчен ниепле те хăтăлса пĕтеймеççĕ:
Кăнтăрла, çутă чухне,
Ун пекех мар темелле,
Тĕттĕмленсен, каçхине,
Çар куçать тĕпелелле.
Пĕтĕм савăт-сапана
Йышăнать çак йышлă çар…
Чăнах та, кун пек «туссемпе» пĕрле никамăн та пурăнас килмест. Çапла пĕррехинче карчăкпа старик таракансенчен хăтăлмалли меслет шухăласа тупаççĕ – пускилсене парнелеме шутлаççĕ. Старикĕ «Ак пур пек таракана пуçтарса пĕр савăта Сĕм витсессĕн таврана Кÿршĕ килне ăсатать». Анчах вĕсен тараканĕсем кÿршĕсенне хирĕç вăрçă пуçлаççĕ.
Юмахсенче тĕрлĕ тарăн шухăш пытаннă. Вĕсем çиелти илем ултавлă пулма пултарни, сăмаха шухăшласа каламалли, çынна усал сунмалла марри çинчен асăрхаттараççĕ.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ