Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Культурăн чи лайăх çамрăк ĕçченĕ

Культурăн чи лайăх çамрăк ĕçченĕ


Шупашкарта Трактор тăвакансен Культура керменĕнче «2025-мĕш çулти культурăн чи лайăх çамрăк ĕçченĕ» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Канаш тăрăхĕнче асăннă сферăра тăрăшакан Ольга Васильева çĕнтернĕ. Конкурс çинчен Ольга Семеновна каласа парать:
— Эпĕ Канаш тăрăхĕнчи пĕрлештернĕ клуб системинче иккĕмĕш çул тăрăшатăп. Шăхасанти культура çуртĕнче ачасемпе ĕçлекен методист пулса тимлетĕп. Республика шайĕнче ирттернĕ конкурса кăçал пуçласа хутшăнтăм. Палăртса хăварар, çакнашкал тупăшăва, çамрăк специалистсен ăсталăх шайĕн ÿсĕмне палăртас тĕллевпе, виçĕ çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Конкурсăн малтанхи тапхăрĕнче хамăн пултарулăх ĕçĕсене хаклав комиссийĕ умне куçăмсăр майпа çитертĕм. Финал тупăшăвĕнче сцена çине тухса тÿресене хампа паллаштартăм, çитĕнÿсем çинчен каласа кăтартрăм, Чăваш культурипе çыхăннă проекта ăнăçлă хÿтĕлерĕм. Шупашкартан çĕнтерÿçĕн 1-мĕш степеньлĕ дипломĕпе таврăнтăм. Çак çитĕнÿре вара вырăнти культура ĕçченĕ-сен кашнин курăмлă тÿпи пуррине те палăртса хăварас килет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *