Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри нумай ача амӑшне Надеж- да Цветковӑна награда пама йышӑннӑ.
Вӑл пӗлтӗр ҫулла Атӑлта икӗ ҫамрӑка ҫӑлнӑ. Малтан шывран хӗре туртса кӑларнӑ, унтан – каччӑна. Яш ҫыран хӗррине илсе тухнӑ ҫӗре сывламан, ӑна пляжри тепӗр ҫын пӗрремӗш медпулӑшу панӑ.
Надежда – 3 ача амӑшӗ. Вӑл штукатур-маляр пулса ӗҫлет.

