Пятница, 18 июля, 2025
Главная > Публикации > Хастар хěрарăм

Хастар хěрарăм

Умра çу кунěсем чăннипех çитнине палăртакан ака уйăхě. Ăна пуш уйăхě кăмăлпа хаваслансах вырăн пачě. Çавна май хитре те кăмăллă хěрсемпе хěрарăмсем çинчен çырас, пěлтерес, вěсемпе паллаштарас туйăм чуна канăç памасть.

Сăмахăм манăн Ушанар ялěнче пурăнакан Яковлева Лидия Николаевна çинчен. Вăл Шăхаль ялěнче çут тěнчене килнě. Çемье туслă та çирěп пулнă вěсен: ашшě – вăрçă ветеранě, амăшě – тыл ěçченě. Пěр-пěрне хисеплесе, килěштерсе пурăннă, çамрăк ăрăва пурнăç панă вěсем. Çемьере ултă пěртăван ӳснě: икě хěрпе виçě ывăл. Асли Лида пулнă. Амăшě ачисене ялан лăпкă юрăпа юратнă та, çывăратнă та, ăс-хакăлпа та пуянлатнă. Килěшӳпе пурăнакан çемьесенче ачасем те лăпкă та ěçчен çитěнеççě.

Пуçламăш шкула Лида тăван ялěнче вěреннě, унтан Кăшнăруй, Чурачăк ялěсенчи шкулсене çӳренě, малалла пěлěве тěп хулара тăснă. Кěçех алла диплом илнě, вěрентекен пулса тăнă. Çапла майпа Ушанар ялěнче шкула ěçлеме килнě, хăйěн шăпине малалла Ушанар ялěпе çыхăнтарнă, ěçне кура ял çыннисен хисепне тивěçнě. Лидия Николаевна пěр вырăнта чылай çул тимленě. Ялти шкулăн ěçченěсене ырăпа кăна аса илет вăл. Уйрăмах хăйěн наставникě пулнă Мария Николаевнăна тав тăвать. Мария Николаевна каланă сăмахсем: «ыйтма ан вăтанăр: ыйтни намăс мар, пěлменни лайăх мар», – тени Лидия Николаевнăшăн ěçре маяк пулса тăнă. Ял çыннисем çинчен те ырăпа кăна аса илет вăл.

Кěçех хěр ял каччипе çемье çавăрать. Мăшăрěпе вěсем пěр ывăлпа тăватă хěре çитěнтерсе пурнăç çулě çине тăратнă. Пур ачи те пурнăç çул йěрки тупнă, çемьеллě, ěçлеççě. Амăшěшěн кунтан хаклă телей мěн пур-ши? Мăшăрě чире пула çемьерен вăхăтсăр уйрăлчě. Ачисем чи кирлине манмаççě: амăшěпе яланах çыхăнура. Мăнукěсем те манмаççě кукамăшне, асламăшне. Вěсем Лидия Николаевнăшăн пысăк пуянлăх.

Вěрентекенсем чылайăшě шкулта тимленě чухне те халăхпа хастар ěçленě. Тивěçлě канура пулсан та хастар хěрарăм паянхи кун та халăхран уйрăлман. Час-часах ăна культура ěçченěсемпе пěрле сцена çинче курма пулать. Унăн чун киленěçě – сăвăсем шăрçаласси. Шкулта вěреннě чухнех тытăннă çак ěçе. Унăн сăввисем шăнкăртатса, тапса тăракан çăлкуç сиввине те, вăрман мěнле сывланине те туйтараççě, чечек-курăк еплерех ӳснине те кăтартаççě. Унăн сăввисем ирěклě, пуян чěлхеллě, тарăн шухăшлă, туйăмлă. Час-часах вěсемпе вăл тěрлě конкурс-ăмăртусене хутшăнать, темиçе хутчен те çěнтерӳçě ята тивěçнě. Ял çыннисене те тěрлě уявсемпе саламлама манмасть. Сăввисем ытларах Тăван çěршыв, тăван тавралăх, нихăçан кивелми юратупа шанчăк, паянхи хӳтěлевçě-паттăрсем çинчен. Сăмах май каласан, Украинăра çапăçакан чăваш салтакěсем патне чăвашла сăвă-çыру та хатěрлесе ярса панă. Лидия Николаевна купăспа та ăста вылять, хăй сăввисемпе юрăсем кěвěлет.

«Çын шухăшне итлеме, туйма пěлекен Шăхаль хěрě», – тесе хакланăччě ăна Станислав Сатур сăвăç, Лидия Николаевнăн вěренекенě пулнăскер.

Пултаруллă сăвăçа, хастар хěрарăма малашне те ырлăх-сывлăх сунатпăр, сăввисемшěн тав тăватпăр, çěннисене кěтетпěр.

Людмила ОРЛОВА,

Çěнě Чалкасси ялě

Лидия Николаевна Яковлеван сăввисем
Чунупа халсăр пулсан.
Хěрхенӳ кирлě мар – айăп хамăн:
Кирлě мар-мěн çынна хыт шанма,
«Эпě çын, эс те çын» тенě калăп
Час-часах çитерет авăра.

Авăр тарăн, пăтранчăк, шеллевсěр,
Ишме тăтăн – ямасть малалла.
Вырăнтах тăлланса, пěр тěллевсěр
Çухалатăн, путатăн шывра.

Пурнăç çулě пăтранчăк шыв мар-и?
Талпăнан, тăрăшан вăй хурса.
Чунупа чирлě, халсăр пулсассăн
Эсě çук та – пулман пурнăçра.

Юлайпар-ши?
Ӳксен хам тěллě çěкленме
Пултарăп-ши?
Тăрсан тӳр çул çине ӳкме
Ăнкарăп-ши?
Мěн-ма тумхахě кун-çулра
Пěр вěçсěр-ши?
Вартах этем чунне усал
Пěр ерě-ши?

Çын ăшěнче хуçаланать
Эсрел ташши.
Вăл халăхăн йăшса пынин
Сăлтавě-ши?

Йăх-ях мана тӳнтерейсен
Тăрайăп-ши?
Пěр хăйшěн çеç çын тěрмешсен
Юлайпăр-ши?

Куççуллě юрату.
Килтěн. Именнěрен çěтрěм,
Нар тěсě каймарě сăнран.
Шантăм. Тулли телей кěтрěм,
Вылятăрччě терěм умра.
Кěтрěм. Эп кирлě пуль терěм
Сана, эп сана кирлě пек
Кăлăх. Мана эс пěтертěн,
Халь çутă та маншăн çук пек.

Мěншěн? Ма юрăхсăр пултăм
Хěрӳ чěрере пурăнма?
Ма пěреххут эп тěл пултăм
Куççуллě юратăвăма.

Кун-çул йěрки.
Кун-çул йěрки ăçта çитсе тухсан та
Ир пулчě тěк, каçě пěрех пулать.
Çын ěмěрě тем пек тăсас тесен те
Ансăрланса та кěскелсе пырать.

Ăмăр çанталăк е хěвеллě кун-и?
Чуншăн паха! Пурне кура хакла.
Мирлě тӳпе кăна ан халсăрлантăр
Йăх-яхпала, хаяр сывлăшпала.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *