Канашри муниципаллă округ депутачĕсем черетлĕ канашлăва пуçтарăннă. Кун йĕркинче вĕсем 12 ыйту пăхса тухнă. Çав йышра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене «Канаш тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» сумлă ят парасси те пулнă. Округ депутачĕ Сергей Иванов тĕплĕнрех паллаштарать:
— Вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисене пур енлĕн тимлĕх уйăрасси _ пирĕн сăваплă тивĕç, Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей çулталăкĕнче вара _ пушшех те. Черетлĕ ларура ĕçтешсемпе округри вăрçă ветеранĕсене Владимир Васильевич Рожковпа Мария Александровна Назарована «Канаш тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» сумлă ята парассине пĕр саслăн йышăнтăмăр. Владимир Васильевич Канаш хулинче пурăнать, вăл Курск пĕккин йывăр асапĕпе тертне тÿссе ирттернĕ. Мария Александровна Шăхасан салинче тĕпленнĕ. Вăл ачалăх çулĕ çумне тата виçĕ çул хушса çамрăклах фронта тухса кайнă пулнă. Вăрçă хирĕнче çар почти çÿретнĕ, Аслă Çĕнтерĕве Берлин çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Сумлă ята ветерансене Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне парĕç.

