Чăваш Ен Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă тума хатĕр- ленет. Çавна май тĕп хула илемленет. Урам хушшисенче баннерсем тата ялавсем курăнма пуçланă. Кăçал баннерсене чăвашла та çырнă.
Çак ыйтăва та Чăваш Ен Пуçлăхĕпе ирттернĕ пресс-конференцире хускатнă пулнă. Регион ертÿçи Олег Николаев çак ыйту кĕçех татăлассине, хула урамĕсенче чăвашла баннерсем пулассине пĕлтернĕ.
Вĕсене хальхи вăхăтра çул хĕррипе вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Пĕрин çине «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илер!» тесе çырнă.

