Пятница, 18 июля, 2025
Главная > Публикации > Çуллахи сцена ăсталаççĕ

Çуллахи сцена ăсталаççĕ


Юмансар ялĕнче пурăнакансем черетлĕ ырă пуçарупа тухнă. Вĕсем ялти культура çурчĕ çумĕн- че çуллахи сцена тума тытăннă. Ĕçсем мĕнле пулса пыни çинчен вырăнти культура çурчĕн ертÿçи Людмила Кудряшова каласа парать:
— Пирĕн ялта çĕнĕ культура çурчĕ 2023-мĕш çулта _ «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хута кайрĕ. Çав тапхăртанпах эпир, вырăнти культура вучахĕн таврашне, хăтлăх кĕртсе пыратпăр. Канаш тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе культура çурчĕн лапамне тимĕр карта тытса çавăрчĕç, илемлĕ хапха вырнаçтарчĕç. Карта çумĕ-пе çынсене утса çÿреме вакă чултан тротуар та сарса пачĕç, çак ĕçе тума ял çыннисемпе культура ĕçченĕсем те хастар хутшăнчĕç. Ялти чатра, культура çурчĕ çумĕн-че çуллахи сцена тăвасси çинчен хыпар вырнаçтарсан, ăна пурте хапăл туса йышăнчĕç. Кирлĕ хатĕрсене туянассине тата строительствопа çыхăннă мĕнпур ĕçе йăлтах хăйсем çине илессине пĕлтерчĕç. Мĕн шантарса каланине вара ĕçпе çирĕплетрĕç, туслă йышпа тухса сцена каркасне пуçтарчĕç, çитес вăхăтра унăн тăррине витме хатĕрленеççĕ. Хам енчен пĕрлехи ĕçе тума укçан пулăшнă тата кунсерен тухса ĕçленĕ ял хастарĕсене тав сăмахĕ калатăп. Питрав уявне вара кăçал шăпах çак çĕнĕ лапам таврашĕнче йĕркелеме палăртатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *