Понедельник, 15 июня, 2026
Главная > Публикации > Атăлçи тăрăхĕнче палăрнă

Атăлçи тăрăхĕнче палăрнă

Шупашкарти медицина колледжĕн Канаш хулинчи филиалĕнче вĕренекен студентсем Атăлçи федераци округĕнче палăрнă. Вĕсен çитĕнĕвĕ çинчен колледжра информатика предметне ертсе пыракан Любовь Иванова каласа парать.

_ Пирĕн колледжра студентсен «Медпульс» медиа-центрĕ ăнăçлă ĕçлет. Ăна ĕçтешĕм Мария Владимировна Андреева ăста ертсе пырать. Унăн туслă ушкăнне çÿрекен Валерия Четкина, Татьяна Чебукова, Нонна Михайлова, Наталья Майорова, Кирилл Присмотров тата Дарья Кузьмина тăван колледж çинчен видеоролик ÿкерсе хатĕрленĕ. «Манăн вĕренÿ заведенийĕ» проекта студентсем куçăмсăр майпа презентациленĕ. Унта хăйсен кулленхи пурнăçĕ çинчен каласа кăтартнă, çитĕнĕвĕсене уçăмлатнă, колледжăн пуян историйĕпе паллаштарнă. Канашсен ĕçĕ республика тулашне тухма пултарнă. Видеоролик-презентаци Атăлçи федераци округĕнчи медицинăпа фармацевтикăн вăтам пĕлĕвне паракан пĕлÿ учрежденийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Конкурс йĕркелÿçисем студентсене тата вĕсен ушкăнĕн ертÿçине пĕрремĕш степеньлĕ Диплом парса чысланă. Медиа-центра çÿрекен хастарсене малашне те курăмлă çитенÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *